Телефонпа улталакансем

Республика территорийĕнче юлашки вăхăтра сотовăй телефонпа усă курса улталасси нумайланнă. Çакăн пек ултавлă ĕçсене тăватă пая уйăрма пулать:

1. Тус-тăвансем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкни пирки пĕлтерни.

Ку тĕслĕхре ултавçăсем телефон номерĕн юлашки цифрисене пĕчĕклетсе е пысăклатса пынă май суйласа илеççĕ те шăнкăравласа яраççĕ, абонент патне ывăл-хĕрĕ е тăванĕ пек пулса, пăлханнă сасăпа çул-йĕр инкекне лекнине пĕлтереççĕ, ĕç шала кĕрсе ан кайтăр тесен укçа тÿлеме ыйтаççĕ. Çав хушăра телефон калаçăвне тепĕр çын ("полици сотрудникĕ") хутшăнать, укçана мĕнле схемăпа куçарса памаллине ăнлантарать.

2. Парне выляса илни пирки пĕлтерни.

Унăн схеми ансат: абонет номерĕ çине шăнкăрав е смс-пĕлтерÿ килет. Унта сирĕн абонент номерĕ вылявра хутшăнса пĕр-пĕр парне (автомобиль таранах) çĕнсе илнине пĕлтереççĕ. Унтан палăртнă номер çине комиссишĕн е урăх тăкакшăн тÿлеме укçа хума ыйтаççĕ. Укçа куçарса панă хыççăнах ултавçăсем телефонĕсене тытма пăрахаççĕ, сÿнтерсе хураççĕ.

3. Банк карттисене хупласа хуни пирки пĕлтерни.

Телефон çине хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ шăнкăравлать имĕш. Вăл банкăн тĕп компьютерне вирус кĕрсе кайнăран программа чăхăмлама пуçлани пирки карттăна хупласа хунине пĕлтерет. Банкра ĕçлекенсен терминĕсемпе усă курса калаçнă май вăл шанчăка кĕрет. Çакăн хыççăн карттă хуçин банкомат патне кайса палăртнă номерпе шăнкăравласа ямалла, телефонпа хушнă ĕçе пурнăçламалла, укçа хумалла.

4. Медицина пулăшăвĕ парасси тата эмелпе тивĕçтересси пирки пĕлтерни.

Палламан çын медицина организацийĕн сотрудникĕ пек пулса ватă патне шăнкăравлать, чиртен мĕнле сипленмеллине палăртать, хăвăрт сывалмашкăн медицина приборне е эмел туянма, палăртнă банк счечĕ çине укçа куçарма сĕнет.

Çак çÿлерех асăннă ултавлă самантсене асра тытса хăвăра улталама ан парăр, телефонпа шăнкăравласа укçа-тенкĕ пулăшăвĕ ыйтакансене ан ĕненĕр.

Ултавла ĕçсемпе аппаланакансене асăрхасан çийĕнчех полици уйрăмне 02 е 2-11-021 телефон номерĕсемпе шăнкăравлăр.

В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.