27 мая 2013 г.
Ĕнер, май уйăхĕн 24-мĕшĕнче, районти шкулсенче 11-мĕш тата 9-мĕш класс пĕтернĕ ачасемшĕн чи пăлхануллă шкул уявĕсенчен пĕри – юлашки шăнкăрав – пулчĕ.
Уява учительсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ амăшĕ, ял тăрăхĕсен представителĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем пухăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура вĕренÿре тата спортра, олимпиадăсемпе творчествăлла конкурссенче çитĕнÿ тунă ачасене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, унăн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Порфирьев Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç, Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте яшсемпе хĕрсене экзаменсенче пысăк балсем пухма ăнăçу сунчĕ.
Умра экзаменсен хĕрÿ тапхăрĕ пулнă пирки вĕрентекенсем выпускниксене ăнăçу, çитĕнÿ сунчĕç, вĕсен ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсем пурнăçланасса шанчĕç. Палăртмалла, 11-мĕш классен патшалăх экзаменĕсем майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 19-мĕшĕччен пырĕç, 9-мĕш классен – майăн 28-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 13-мĕшĕччен.
Сăмах май, кăçал районти 109 шкул ачи 11-мĕш класс пĕтерет, 177 ача 9-мĕш класран вĕренсе тухать.
А.ВАСЮКОВА.