Интернет сиенĕ пирки калаçнă

Хальхи вăхăтра ачасене урам кăна мар, Интернет та питĕ пысăк витĕм кÿрет. Çакна шута илсе майăн 23-мĕшĕнче республикăри 170 шкулта, гимназипе лицейре видеоконференци мелĕпе ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвĕ иртнĕ. Ачасем каникула каяс умĕн аслисем пĕчĕккисене Интернетри сиенлĕ информацирен мĕнле хăтармаллине сÿтсе явнă.

Пухăва уçнă май ЧР Вĕренÿ политикин министрĕ Сергей Кудряшов шкул директорĕсемпе учителĕсене, класс ертÿçисене, ашшĕ-амăшне ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

Хальхи вăхăтра усă курма юраман сайтсен пĕрлехи реестрĕ пур, унта 5 пин ытла сайта кĕртнĕ. Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова ашшĕ-амăшне çак списокпа паллашма, ачисем мĕнле сайтсемпе усă курнине тĕрĕслеме чĕнсе каланă.

А.СЕМЕНОВА.