Вĕренÿ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçалхи тăватă уйăх хушшинче ĕç сыхлавĕпе иртнĕ вĕренÿ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пурĕ çак вăхăтра вĕренÿ центрĕсенче 3099 çын пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен 958-шĕ – пĕчĕк бизнесра ĕçлекенсем.

Ытларах вĕренÿ тытăмĕнче (670 çын), хатĕрлемелли производствăра (547), строительствăра (326), ваккăн тата курттăмăн сутă тунă çĕрте (297 çын) тимлекенсем пĕлÿ илнĕ.

Районсем хушшинче тăватă уйăх хушшинче ĕç сыхлавĕпе ытларах Улатăр (269 çын), Шупашкар (161), Етĕрне (130 çын) районĕсенче пурăнакансем вĕреннĕ, Шупашкарта – 1545 çын.

А.ТИМОФЕЕВА.