Çак тапхăра шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсем çуллен хумханса кĕтеççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ – пирвайхи тĕрĕслев – май уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланчĕ. Экзамен тапхăрĕ кăçал июнь уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырать.
Экзаменсен хушма тапхăрĕ – июль уйăхĕн 8-15-мĕшĕсенче. Малтанах палăртса хунипе килĕшÿллĕн сипленме тивнине кура Чăваш Енре 12 çамрăк тĕрĕслев витĕр тухнă та ĕнтĕ. Вĕсем валли апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 6-мĕшĕччен маларах экзамен йĕркеленĕ.
Республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх – пĕрлехи экзамен тĕп тапхăрне Чăваш Енре 8367 яшпа хĕр хутшăнĕ, вĕсенчен 7809-шĕ – кăçал шкул пĕтерекенсем, 431-шĕ – иртнĕ çулсенче шкулпа сыв пуллашнисем, 127-шĕ – кăçал колледжсемпе техникумсене пĕтерекенсем.
Тĕрĕслевĕн тĕп тапхăрĕнче республикăра экзамен ирттермелли 43 пункт ĕçлет. Йĕркелÿ ĕçне 2,9 пине яхăн сотруднике явăçтарнă. Унсăр пуçне ППЭ-не хутшăнакансен анлă хуравĕсене тĕрĕслеме пĕтĕмпе 514 эксперта хутшăнтараççĕ. Общество сăнавçисем те пур – 95 çынна аккредитациленĕ.
Çамрăксем пĕтĕмĕшле пĕлÿ илмелли программăна ăса хывнине çирĕплетмешкĕн мĕн пур предметпа чи пĕчĕк балсен шутне çирĕплетнĕ. Обязательнăй предметсемпе: вырăс чĕлхипе – 36, математикăпа – 24 балл. Суйласа илекен предметсемпе: физикăпа, химипе, биологипе – 36-шар, информатикăпа тата ИКТ-па – 40, историпе – 32, географипе – 37, обществознанипе – 39, литературăпа – 32, ют чĕлхесемпе – 20 балл.
Пĕрлехи экзамен тĕп тапхăрне пирĕн районти 108 шкул ачи (11-мĕш класс) хутшăнать. 9-мĕш классран вĕренсе тухаканнисем – 177 çамрăк. Вĕсемшĕн пуриншĕн те пĕрремĕш тĕрĕслев иртнĕ ĕнтĕ: майăн 27-мĕшĕнче 11-мĕш классем вырăс чĕлхипе обязательнăй экзамен тытнă, ĕнер 9-мĕшсем – математикăпа. Асăннă предметсемпе паха оценка пулни алла аттестат илме пулăшать. Паянхи кун районта экзаменсене ирттермелли 1 пункт ĕçлет. Вĕренсе тухакансен анлă хуравĕсене ятарлă тĕрĕслев комиссийĕ тĕпчет. Вĕсен ĕçĕсене "ала витĕр" кăлараççĕ теме те пулать.
А.АЛЕКСЕЕВА.