Пирус туртни сиенлĕ

Кашни çулах май уйăхĕн 31-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипех пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли куна ирттереççĕ. Çавна май вулакансене тепĕр хут пирус туртнин сиенĕ çинчен аса илтерес килет.

Чĕлĕм туртнипе пулакан сиен тÿрех палăрмасть, вăл майĕпен аталанса пырать. Çавăн пиркиех пулĕ нумайăшĕ пирусра никотин ятлă наркăмăш пуррине, вăл чĕлĕм туртакан çынна тата ун таврари çынсен организмне сиен кÿнине асăрхамасть.

Анчах сиен пĕр никотинра кăна мар. Пирус çуннă чухне 500 ытла тĕрлĕ хими япалисем тухаççĕ, вĕсен шутне сывлав çулĕсене сиен кÿрекеннисем тата усал шыçăсене пуçарса яма пултараканнисем те пур.

Танлаштарса пăхар-ха чĕлĕм тĕтĕмĕпе атмосфера сывлăшне. Тĕтĕмре кислород 10 процент çеç пулсан, атмосфера сывлăшĕнче вăл 21 процент. Сывлăхшăн сиенлĕ углекислота вара чĕлĕм тĕтĕмĕнче 9,5 процент, атмосфера сывлăшĕнче – 0,04 процент, пирус тĕтĕмĕнче 5 процент сĕрĕм пулсан атмосферăра вăл пачах çук. Çаксем пĕтĕмпех организма кислород лекессине чăрмантарса çыннăн ÿпкине лекеççĕ.

Çак сăлтавпах пирус туртакан çыннăн чĕри, пуç мими, мышцăсем патне пыракан кислородăн виçи чакать. Вĕсем кислород çитменнипе аптăраççĕ. Кунсăр пуçне никотин юн тымарĕсене хĕстерет, тĕрлĕ органсем патне юн сахалтарах пырать.

Тĕтĕм тип пырăн лăймакаллă сийне сиенлет, тип пыр шыçса каять. Çавăн пирки сывлав çулĕсем хĕсĕнеççĕ, ирсерен ÿсĕрттерет.

Организма никотин лекни тĕп нерв тытăмне те сиен кÿрет, çавăн пирки хусканусен йĕркеллĕхĕ чакать.

Пирус туртакан çынсен майĕпен нумай орган япăх ĕçлеме пуçлать. Организмăн чире хирĕç кĕрешеслĕхĕ пĕчĕкленет, чирлеслĕхĕ вара ÿсет.

Çак сăлтавпах ĕнтĕ пирус туртакансем хушшинче туберкулезпа чирлекенсен хисепĕ туртманнисенчен икĕ хут, миокард инфаркчĕ виçĕ хут, ÿпке ракĕ 20 хут ытларах тĕл пулать.

Пирус туртакан кашни туртмассерен хăйĕн сывлăхне хавшатать, хăйĕн организмне аркатать, кунта нимĕнле фильтр та пулăшаймасть. Пирус туртни пурнăçа кĕскетет! Эсĕ туртатăн пулсан – туртма пăрах! Пирус туртма пăрахсан кăна пĕтĕм кăкăрпа çăмăллăн сывласа ярăн.

Е.БУРИНА, Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн районти эпидемиолог врачĕн пулăшуçи.