Видеоконференци иртнĕ

Майăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче видеоконференци режимĕпе патшалăх пулăшăвĕсене электронлă майпа парас тĕлĕшпе шкулта вĕренекен ачасене уçă урок панă.

Ăна районти шкулсенчи аслă класра вĕренекенсем итлеме пултарнă. Асăннă урокăн тĕллевĕ – республикăри аслă классенче вĕренекенсене Пĕрлĕхлĕ порталпа паллаштарасси. Мероприятире Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин специалисчĕсем Портал ĕçĕ, электронлă пулăшу тĕсĕсем çинчен каласа панă, заявленисене электронлă майпа çырни ыттисенчен малта тăнине çирĕплетнĕ. Видеоконференци вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă иртнĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.