83 çулхи тÿрĕ те йăрăс кĕлеткеллĕ Евдокия Даниловнăна кăçал февраль уйăхĕнче больницăра асăрханăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тăватă çул унпа пĕр шкулта ачасене пĕлÿ панăччĕ.
Евдокия Харитонова1930 çулта Çĕн Атикассинче çĕр ĕçпе пурăнакан хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ пурнăçран чире пула уйрăлса кайнă, амăшĕ суккăрланса юлнă. Хĕр ача малтан ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан аван вĕренсе тухать, унтан виçĕ çул Штанаш шкулне çуран çÿресе пĕлĕвне ÿстерет. Аттестат илнĕ çулах колхозăн тыр-пул ÿстерекен бригадипе пĕрле пур ĕçе те хутшăнать. Çак çулсенчех аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленекен хĕр экзаменсем тытма хатĕрленет. Кĕçех вăл Канашри учительсен институчĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмĕн студентки пулса тăрать, тăрăшсах вĕренсе тухать. 1951 çулта Çут ĕç министерствин ĕç валеçекен комиссийĕ çамрăк учителе Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Шĕмшешри çичĕ çул вĕренмелли шкула ĕçлеме ярать. Евдокия Даниловна Çĕн Атикассинчен 23 километрта вырнаçнă Сурăмпуç Шĕмшеше ĕçе çÿрет. Çулла велосипедпа, хăш чух çуран çÿрет, хĕлле хваттерте пурăнать. 1960 çулсен вĕçĕнче ку шкулта пилĕк çул эпĕ те директорта ĕçленĕччĕ, çавăнпа пĕлетĕп. 11 çул хушши ăс пачĕ вăл кунти ачасене, çав вăхăтрах юнашарти ялти вăтам шкулта географи тата физкультура предмечĕсене вĕрентрĕ. Хитекушкăнь ял çыннипе Н.Игнатьевпа пĕрлешсе çемье чăмăртарĕ. Унтан Хирлеппуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта 25 çул тăрăшрĕ, "Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи" паллăна тата ытти наградăсене тивĕçрĕ.
1971 çулта мăшăрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă хыççăн пĕччен виçĕ хĕрпе икĕ ывăла пурнăç çулĕ çине тăратрĕ, тăваттăшне аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ.
1988 çулта Евдокия Даниловна пенсие тухрĕ. Эпĕ вăл вăхăтра Тавăтри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă май учительсем чирлесен е квалификацине ÿстерме кайсан тÿрех Евдокия Харитонована чĕнсе илеттĕм. 1995 çулта пирĕн шкултан çамрăк учитель тĕп хулана ĕçлеме куçрĕ, ун вырăнне каллех тăватă çул хушши Евдокия Даниловна вĕрентрĕ. Унăн урокĕсенче, хăй 70 çула çывхарнă пулин те, яланах йĕркеччĕ.
1999 çултанпа вĕрентекен – тивĕçлĕ канура, шкул уявĕсенче вара – хаклă хăна. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мăнукĕсемшĕн вăл – ача пăхакан та, учитель те. Унăн ытти ачисем Омск тата Мускав хулисенче пурăнаççĕ. Учитель-ветеран çулĕсене пăхмасăрах хăш чухне Мускава та çитсе килет, пурнăçпа тан утма, яланах çĕннине пĕлме тăрăшать.
В.ЕГОРОВ, Элĕк районĕ.