"Шкулта вĕренÿ тÿлевсĕр пулассине саккун шантарать"

Юлашки вăхăтра республикăра шкул вĕрентĕвне модернизацилес ĕç пыни пирки нумай калаçаççĕ. Паянхи куна ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçсене пурнăçланă тата малашлăхра пирĕн шкулсене мĕн кĕтет? Çак тата ытти ыйтусем çине Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хурав парать.

– Владимир Николаевич, иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне модернизацилес ĕçре комплекслă мерăсем пурнăçланса пыраççĕ. Çак хушăра мĕн улшăнчĕ?

– Чăваш Енре шкул вĕрентĕвне модернизацилессинче чи малтан туса ирттермелли ĕçсенчен пĕри вăл – учительсен шалăвне ÿстересси тата шкулсенче ĕçлеме çамрăк специалистсене явăçтарасси. Педагогсен ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулсан вĕрентĕвĕн пахалăхĕ те пысăк пулать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствине ку тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсене хăвăртрах пурнăçлама хушрĕ, эпир чылай ĕç турăмăр ĕнтĕ. 2012 çулта шкулсенчи педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи 15,655 пин тенкĕпе танлашатчĕ, 2013 çулхи январь-март уйăхĕсенче вара вĕсен вăтам шалăвĕ 17,300 пин ытла тенкĕпе танлашрĕ, çапла майпа регионти ĕç укçин вăтам виçипе танлашрĕ.

Уйрăммăн çакна палăртас килет – Михаил Игнатьев учительсенне кăна мар, ача садĕнчи воспитательсен, музыка ĕçченĕсен, логопедсен, физкультура инструкторĕсен тата ыттисен шалăвне те ÿстерме хушрĕ. Кăçал ку ĕçе малалла тăсăпăр.

– Ĕç укçине ÿстернисĕр пуçне шкул вĕрентĕвне модернизацилес программăна тата мĕнле мероприятисем кĕртнĕ?

– Шкулсен пурлăхпа техника тата лаборатори никĕсне лайăхлатма, ачасене вĕренме хальхи йышши тата хăтлă майсем тума чылай укçа-тенкĕ уйăртăмăр. Тĕслĕхрен, шкул автобусĕсен паркне тултарса вĕсене ГЛОНАСС тытăмĕпе çыхăнтарнисĕр пуçне 2002-2003 çулсенче кăларнă машинăсене çĕнетрĕмĕр, пур шкула та хальхи йышши компьютер оборудованийĕ тата библиотекăсене çĕнĕ учебниксем çитертĕмĕр.

Пĕлтĕр шкулсене тĕпрен юсама 271,4 млн тенкĕ ятăмăр, чылай шкулта çурт çи виттийĕсене, санузелсене, чÿречесене юсаса улăштартăмăр, аварие хирĕçле мероприятисем туса ирттертĕмĕр.

Шкулта апат çитерес ĕçе лайăхлатас, хевтесĕр ачасене дистанциллĕ майпа вĕрентес тесе те активлă ĕçлетпĕр.

Паян вĕрентÿре пулса иртекен пур процесс та пĕр тĕллевпе пурнăçланать – кадрсен, управленин, техникăпа пурлăх вăй-хăвачĕпе усă курса вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессишĕн.

– Кăçал чи малтан мĕнле ыйтусене татса пама палăртнă?

– Кăçал, пĕлтĕрхи пекех, шкул çурчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме чылай нухрат – 144,200 млн тенкĕ – уйăрăпăр, учебниксем илме – 196,960 млн тенкĕ. Çавăн пекех вĕрентÿпе лаборатори, вĕрентÿпе производство, компьютерпа спорт оборудованийĕсем туянăпăр, столовăйсемпе автобуссене те тимлĕхсĕр хăвармăпăр.

Пĕтĕмĕшле, Чăваш Республикин тата вырăнти бюджетсене, явăçтарнă ытти укçа-тенке шута илсен, шкул вĕрентĕвне модернизацилес ĕçе 591,7 млн тенкĕ яма палăртатпăр.

Çак кунсенче эпир министерствăпа районсем хушшинче Килĕшÿсем тума пуçлатпăр. Паллах кунта эпир районсем пĕлтĕр хăйсем çине илнĕ тĕллевсене мĕнле пурнăçланине шута илĕпĕр.

– Владимир Николаевич, майлă самантпа усă курса Сире шкулта аслă классенче вĕренекенсемшĕн укçа тÿлемелли пирки пыракан сас-хурана уçăмлатса пама ыйтасшăн. Ашшĕ-амăшĕ пăлханать...

– 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" саккун вăя кĕрет. Çак саккунăн 5-мĕш статйи пур граждана та, вĕсем арçын е хĕрарăм, хăш раса çынни тата ытти уйрăмлăхсене пăхмасăр, пур шайри пĕтĕмĕшле вĕрентÿ (пуçламăш, тĕп тата вăтам, апла пулсан 1-4-мĕш, 5-9-мĕш, 10-11-мĕш классем) тÿлевсĕр пулассине шантарать. Çавăнпа та нимĕнле сас-хурана та ан ĕненĕр – саккунпа килĕшÿллĕн шкулта вĕренÿ паян та, малашлăхра та тÿлевсĕр пулать.

– Эсир ирĕк панипе шкул пирки мар, шкул çитменнисене вĕрентесси пирки ыйту парасшăн. "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" çĕнĕ саккунра ашшĕ-амăшĕн ача сачĕшĕн тÿлемелли пирки каланă пая улшăнусем кĕртнĕ. Çакă çемье бюджечĕ çине мĕнле витĕм кÿрĕ?

– Чăнах та, паян ашшĕ-амăшĕ пепкине ача садĕнче пăхнишĕн тивекен виçен 20 процентĕнчен ытла тÿлемест. Ача хăш ял е хула садикне çÿренине кура ку тÿлев виçи уйăхне 500 тенкĕрен пуçласа 1200 тенке çитет. Тĕрлĕ муниципалитетра вырăнти бюджет тăкакĕсем ку тĕлĕшпе виçĕ пин тенкĕрен пуçласа ултă пин тенке çитеççĕ. Ку суммăна педагогсен шалăвĕ, ачасен апатланăвĕ тата ытти пулăшусем кĕреççĕ.

2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 20 процентлă тÿлев виçи пулмасть, ашшĕ-амăшĕн тÿлев виçи урăх компонентсенчен тăрĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ун шутне ача сачĕн çуртне пăхса тăнăшăн, педагогсене укçа тÿленĕшĕн каякан тăкаксене кĕртмĕç. Çапла вара ашшĕ-амăшĕ пепкисен апатланăвĕшĕн тата вĕсене пăхнăшăн кăна тÿлĕ.

Унсăр пуçне тÿлевĕн пĕр пайне компенсацилесси те сыхланса юлать: пĕрремĕш ачашăн – 20 процент, иккĕмĕшĕшĕн – 50 процент, виççĕмĕшĕшĕн – 70 процент. Енчен те ача сачĕшĕн тÿлемелли виçе ÿссен, унпа пĕрлех компенсаци виçи те ÿсет.

Ача садике çÿренĕшĕн тÿлемелли виçе çемье бюджетне мĕнле витĕм кÿресси вырăнти депутатсен пухăвĕсенчен килет. Ашшĕ-амăшĕн садикшăн миçе тенкĕ тÿлемеллине шăпах вĕсем палăртаççĕ.