Ăшă кăмăллă, сăпайлă пулнăран
Эс атте-анне пек çывăх туйăнан.
Çавăнпа кун-çул илемлĕ,
Çавăнпа эпир телейлĕ, –
Манас çук сана, учитель, нихăçан!
Г.Трофимов.
Часах шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрĕ. Нумай-нумай ача юратнă учителĕсемпе сыв пуллашĕ. Эпĕ те кашни çулах çак уяв çитсе пынă май хамăн юратнă шкула, учительсене аса илетĕп. Питĕ пултаруллă та маттур, сăпай учительсем ĕçлетчĕç унта. Çавăнпа та вĕсем çинчен 25 çултан та пулин пĕр-ик сăмах çырса кăтартас терĕм.
Сăмахăм Серенкассинчи сакăр çул (халĕ пуçламăш шкул-ача сачĕ), унта ĕçленĕ учительсем çинчен пулĕ.
Питĕ пысăккăн та илемлĕн курăнса ларатчĕ вăл пире, Ачкассинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ 10 çулхи ачасене. Шкулĕ вара чăнах та илемлĕччĕ. Йĕри-тавра çÿллĕ тирексем, шкул пахчинче улмуççи, чие йывăççисем çитĕнетчĕç, чечексем ешеретчĕç. Шкул карти пысăк та тирпейлĕччĕ, симĕс курăк акнă "газон курăкĕ" пекех çитĕнетчĕ, унта вĕренмелли тăватă корпус, столовăй тата тĕрлĕ хушма çуртсем вырнаçнăччĕ.
1983 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пире, темиçе ялтан килнĕ 4 Б класс ачисене, Николай Иванович Кудряшов хăйĕн хÿттине илчĕ. Вăл пире чи йывăр та кăткăс предмета – математикăна – вĕрентетчĕ. Урокĕсене вырăсла, тĕплĕн ăнлантаратчĕ.
Уроксене ирттернипе пĕрлех шкулти кашни плаката, лозунга, пĕлтерĕве пирĕн Николай Иванович çыратчĕ. Алли "ылтăн" унăн. Пире те кашни стена хаçатне, отряд кĕтесне, дневникне илемлетме яланах пулăшатчĕ. Çав хушăрах фото кăларас ĕçпе те аппаланма ĕлкĕретчĕ. Николай Иванович пире ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене упратпăр. Тăван шкул, хамăр класс ĕмĕрлĕхех упранса юлчĕç вĕсенче.
Ун чухне кашни класс вăрçăри пĕр-пĕр паттăр ячĕпе хисепленсе тăратчĕ. Пирĕн класс отрячĕ комсомол ретне тăричченех Зоя Космодемьянская ячĕпе хисепленсе тăчĕ. Эпир ветерансене те, тăван колхозпа "Сура" совхоза та пулăшма çÿренĕ, тимĕр-тăмăрпа кивĕ хут та пуçтарнă, шкулта иртекен пур мероприятие те хутшăннă, вĕренÿре те ĕлкĕрсе пынă. Çапла "малта пыракан отряд" ятне çĕнсе илсе районта "Туслăх" лагерь çывăхĕнче иртекен пионерсен слетне те хутшăнма пултартăмăр. Питĕ пысăк чыс пулнă ку пирĕншĕн. Слета кашни шкултан чи маттуррисем, пултаруллисем кăна хутшăннă-çке.
Аса илмеллисем нумай. Питĕ интереслĕ те хаваслă çулсемччĕ.
Çав çулсенче пире яланах класс ертÿçипе пĕрле вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Ольга Николаевна Кириллова пулăшса пычĕ. Ольга Николаевна çинчен çырас пулсан кĕнеке те çырăнĕ. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем хушшинче ун çинчен илтмен, ăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл – питĕ çивĕч ăс-тăнлă, анлă тавракурăмлă, яланах çамрăк чунлă УЧИТЕЛЬ. Кирек мĕнле ыйту çине те хурав пурччĕ унăн. Мĕн чухлĕ усăллă ĕç тунă пуль вăл? Кама кăна пулăшман пулĕ? Мĕн чухлĕ концерт хатĕрлесе ирттермен-ши вăл? Халĕ те астăватăп, хамăрăн тăван колхоз смотр-отчечĕн пĕр концерчĕ те Ольга Николаевнăсăр иртмен. Вăл – концерта ертсе пыраканĕ, илемлĕх ертÿçи, ăста ташăсем лартаканниччĕ. Пире те, хăйĕн вĕренекенĕсене, тĕрлĕ сăвăсемпе, ташă-юрăпа тăтăшах çак концертсене хутшăнтаратчĕ.
Мĕн тери ырă та асра юлмалли уроксем ирттеретчĕ Ольга Николаевна. Хайлавсенче пире çут çанталăк çинчен тĕплĕнрех çыртарас тесе, ун илемне курма вĕрентес тесе урокрах урама илсе тухса кăтартатчĕ. Е урок тăршшĕпех "Евгений Онегина" пĕр такăнмасăр каласа пама та пултаратчĕ... Унпа вĕренсе курнисем çак асамлă уроксене астăваççех пулĕ тетĕп. Вĕсем манпа килĕшессе шансах тăратăп.
Шел пулин те, Ольга Николаевна Кириллова нумаях пулмасть пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Эпир ăна яланах асра тытăпăр.
Серенкасси шкулĕнче пире вĕренÿ енĕпе чăннипех те ăнчĕ. Тата тепĕр мухтавлă учительпе вĕренсе курма тÿр килчĕ пире кунта. Вăл – Иван Яковлевич Данилов, истори учителĕ, "Красночетайский край" кĕнеке авторĕ. Чăваш халăхĕн мухтанма тĕнчипех паллă Иван Яковлевич Яковлев пур. Чутай районĕн вара, эп шутланă тăрăх, Иван Яковлевич Данилов. Вĕсен ячĕсем те пĕр пек пулни ăнсăртран мар пуль тен.
Мĕн тери ăслă та сăпайлă çынччĕ Иван Яковлевич. Ун урокĕсене сехечĕ-сехечĕпе итлесе ларма пулатчĕ. Миçе истори кĕнеки вырнаçнăччĕ-ши унăн пуçĕнче? Никам çине те пĕр сас хăпартмасăр, тикĕссĕн те питĕ интереслĕ ирттеретчĕ вăл хăйĕн урокĕсене. Халĕ час-часах историн паллă кунĕсене уявлаççĕ. Вăл е ку уяв çинчен телевиденире илтсен, е хаçатра вуласан Иван Яковлевич каласа панисем аса килеççĕ.
Ольга Николаевнăпа иккĕшĕ те Ачкасси ялĕнче пурăннăран ирхине шкулалла пĕрле васкатчĕç. Яштака та тÿп-тÿрĕ кĕлеткисемпе çирĕппĕн те хастаррăн утатчĕç. Çавăн пек çулла та, хĕлле те пилĕк çул хушши вĕсенчен юлас мар тесе эпир те утса-чупса пыраттăмăр.
Усăллине, ĕмĕрлĕх асра юлмаллине питĕ нумай пачĕ пире юратнă шкул. Асрах виç çĕр ытла ача йĕри-тавра тăрса тухнă линейкăсем (вĕсем кашни тунти кун тата уявсенче иртетчĕç), И.В.Индряков ячĕпе хисепленекен дружина сборĕсем, шкула 90 çул çитнине уявлани, çуллахи ĕçпе кану лагерĕ...
Эпир вĕреннĕ 1983-88 çулсенче çак шкулта пире ăс панă ытти учительсене те асăнса хăварас килет. Пурте вĕсем хăйсен ĕçне юратса, чунтан парăнса тăрăшатчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Алексеевна Волкова тăван чĕлхене юратма, чăваш çыравçисен произведенийĕсене хавхаланса вулама вĕрентрĕ. Çÿçне çивĕтлесе яланах кăшăл евĕр çавăрса хуратчĕ, хитре те çыпăçуллă тумтир тăхăнатчĕ. Хăйĕн хитре почеркĕпе доска çине урок темине çырни халĕ те куç умĕнче. Акă вăл çаврăнать те пирĕн çине ăшшăн пăхса хăйĕн сăмахне пуçлать...
Çапла пĕрре, миçемĕш класрине астумастăп, Надежда Алексеевна Çеçпĕл Мишшин пултарулăх каçĕ валли поэтăн "Çĕн Кун аки" сăввине вĕрентесшĕн пулчĕ. Те чăннипех, те хавхалантарас тесе, учительница мана : "Çак сăвва санăн вĕренмеллех. Килте эсĕ вуланине куç умĕнче курса, сан сассуна илтсех тăтăм", – терĕ. Мĕнле вĕренекен хирĕçлесе тăрĕ-ха кун пек сăмахсем хыççăн? Уявĕ мĕнле иртнине астумастăп та, анчах Надежда Алексеевна сăмахĕсене пĕр пек асăнатăп.
Çапла, çулсем иртеççĕ, хыçа юлаççĕ, аса илÿсем кăна пирĕнпе пĕрлех малалла шăваççĕ.
Çÿлерех шкул йĕри-тавра яланах хитре чечексем ешернине асăнса хăварнăччĕ. Çапла, хитре чечексем нумайччĕ. Çак илем кашни çулах Галина Андреевна Яковлева биолог вăй хунипе пулатчĕ. Халĕ те астăватăп, 1-мĕш корпус çумĕнчи картара шупка-хĕрлĕ çурăлса ларакан йĕтĕн чечекĕсене. Хитрелĕхшĕн кăна мар, уроксенче те усă курас тесе ÿстернĕ пуль вăл вĕсене. Учительница пире 5-мĕш класра çак чечеке пайăн-пайăн тетрадь çине çыпăçтарттаратчĕ, вĕсене лайăхрах астуса юлма пулăшатчĕ.
Чечексемпе пĕрлех Галина Андреевна йăранĕ-йăранĕпе тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстеретчĕ. Çуркунне унпа пĕрле эпир те çĕр касаттăмăр, тĕрлĕ калча лартаттăмăр, кĕркунне çитсен пахча çимĕç пухса илеттĕмĕр. Çак тăрăшуллă вĕрентекен урокĕсенче яланах шăплăх, килĕшÿ хуçаланатчĕ.
Çапла, ывăнма та пĕлмен пирĕн учительсем. Вĕсем пурте пирĕн пекех урăх ялсенчен çÿретчĕç. Çумăр-и, юр-и, сивĕ-и, – вĕсем пирĕн пата васканă.
Чутайран Е.Ф.Ейкова географи, О.А.Зверевапа К.Г.Артюшкина вырăс чĕлхипе литература, П.А.Данилов музыкăпа ĕç, Н.А.Законов историпе обществоведени, Туктамăшран Р.А.Морозовапа Н.А.Родионова математика, Мучикассинчен А.В.Храмова чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентме нумай çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çÿрерĕç. Вĕсемпе пĕрлех Енкĕлтрен Р.П.Кудряшова акăлчан чĕлхине, В.И.Кудряшов ÿкерÿпе ĕç урокĕсене, Р.К.Михуткина хими вĕрентме васкатчĕç. Физкультура урокĕсене ирттерме Тумликассинчен В.И.Мерескин, Шĕмшешрен Н.Ф.Михеев килетчĕç. 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чух физика урокĕсене Г.И. Возяковпа Ю.Т.Трофимов, акăлчан чĕлхине Л.Н.Селянкина Чутайран килсе ирттеретчĕç.
Автобус-машинăпа мар, пурте вĕсем çуран, хăйсем хывнă сукмакĕсемпе утатчĕç, ирхи сакăр сехет тĕлне шкула çитсе урок пуçлатчĕç. Вĕсене класра 18-25 ача чăтăмсăррăн шавласа кĕтсе ларатчĕ. Нихăçан та вăл е ку учитель урока çитейменнине курман. Унччен кил-хуçалăхри ĕçсене те тума ĕлкĕрсе миçе сехетре çула тухнă-ши вĕсем? Вĕренекенĕсем патне васкаса миçе пин километр утнă-ши?
Юратнă учительсем! Эсир пулăшнипе эпир кашниех хамăр çула суйласа илнĕ. Эсир тăрăшни сая каймарĕ: пĕтĕм тĕнчипе саланнă мĕн чухлĕ вĕренекен сире яланах асра тытать, тав сăмахĕ калать. Тавтапуç сире! Эпĕ питĕ савăнатăп хамăн ачалăха сирĕн пек учительсемпе ирттернĕшĕн, питĕ мухтанатăп сире палланăшăн, сире курсан сывлăх сунма пултарнăшăн.
Эпĕ хамăра вĕрентнĕ учительсем çинче кăшт кăна чарăнса тăтăм. Май тупăннă чух пĕрремĕш вĕрентекене, Лидия Федоровна Иванована, пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Сас паллисемпе паллаштарнăшăн, çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕшĕн... Сывлăх сире, сирĕн ачăрсене, хисеплĕ Лидия Федоровна!
Ку шкулта татах нумай мухтава тивĕçлĕ, пултаруллă учительсем ĕçленĕ, ĕçлеççĕ. Вĕсем ман çине пăшăрханмаççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Хамăр юратнă шкула, унпа пурнăçне çыхăнтарнă учительсене ыррине кăна сунатăп.
Юлашкинчен калани: çак çырăва пĕлтĕрхи апрель уйăхĕнчех çырма тытăннăччĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула час вĕçлеймерĕм. Питĕ ÿкĕнетĕп ун чухне çырса пĕтерейменшĕн, пирĕнтен уйрăлса кайнă юратнă учительсене вăхăтра тав сăмахĕ калайманшăн.
Серенкасси шкулĕнчен 1988 çулта вĕренсе тухнă Лилия ЧЕЧЕНЕШКИНА (ВАСТЕРОВА).