«Пиллĕклĕх» çырнă

Апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх кăтартусем паллă. Тĕрĕслев комиссине пĕтĕмпе 2304 ĕç çитнĕ.

Палăртма кăмăллă, "пиллĕклĕх" çырнă ĕçсем хушшинче хĕрлĕчутайсем те пур. Хăш-пĕр ĕçсем вăрттăн ятсемпе пулнăран "5" паллă илнисем миçен пулнине тĕрĕс татса калама йывăр. Эпир пĕлнисем – Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Вячеславовна Яруткина тата Питĕркассинчи модельлĕ библиотекăра вăй хуракан Оксана Николаевна Мидушкина чăваш диктантне питĕ лайăх çырнă. Вĕсем акцие хутшăнса чăваш чĕлхине аван пĕлнине кăна мар, ăна хисепленине, сума сунине кăтартса панă.

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцире çĕнтернисене йĕркелÿçĕсем паян парнесемпе чыслаççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.