Чи пултаруллă педагогсене палăртрĕç

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта мартăн 22-мĕшĕнче "Çулталăк учителĕ-2013", "Çулталăк воспитателĕ-2013" тата "Чи класлă класс ертÿçи" конкурссен çĕнтерÿçисене палăртрĕç.

Республикăра иртекен çак конкурссен районти этапĕн çĕнтерÿçисене палăртма, паллах, çăмăл пулман. Тупăшăва хутшăннă пур педагог та опытлă, пултаруллă, ачасене тата хăйсен ĕçне юратнипе палăрса тăраççĕ. Апла пулин те чи лайăххисен ятне пĕлме питĕ кăмăллă пулчĕ.

Професси ăсталăхĕн "Çулталăк учителĕ" конкурсне районти 11 педагог хутшăннă, вĕсенчен саккăрăшĕ тĕрлĕ номинацире палăрма пултарнă. Виççĕмĕш вырăна вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Захарова тухрĕ, 3 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Марина Васильева, ăна 5 пин тенкĕпе танлашакан сертификат пачĕç. "Çулталăк учителĕ-2013" хисеплĕ ята вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче технологи предметне вĕрентекен Ирина Захарова тивĕçрĕ, çĕнтерÿçĕне 10 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕç.

Класс ертÿçисем хушшинче вара (конкурса пурĕ12-ĕн хутшăннă) виççĕмĕш вырăна Ираида Евсеева (Çĕн Атикасси шкулĕ), Любовь Архипова (Питĕркасси шкулĕ) тата Ангелина Лаптева (Хусанушкăнь шкулĕ) тухрĕç, иккĕмĕш вырăна Нина Зайцевапа (Атнар шкулĕ) Елена Ельмова (Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕ) пайларĕç. "Чи класлă класс ертÿçи" ята вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 4-мĕш классен ертÿçи Надежда Хохлова тивĕçлĕ пулчĕ. Ку конкурсра çĕнтернисене те укçан хавхалантарчĕç.

Воспитательсен ăмăртăвне хутшăннă пилĕк педагог хушшинче виççĕмĕш вырăна Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăн воспитателĕ Людмила Герасимова тухрĕ, иккĕмĕшне – çак ушкăнрах вăй хуракан Светлана Сякаева. "Çулталăк воспитателĕ-2013" ята тивĕçнĕ Алена Сарина Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Хĕвел" ушкăнĕнче тăрăшать. Малти вырăнсене йышăннă воспитательсене укçан хавхалантарăва тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем парса чысларĕç.

Конкурса хутшăнакансене пурне те ĕçтешĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ чечексемпе парнесем парса саламлани, педагогсене ырă сăмахсем калани, ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарни пурин кăмăлне те кайрĕ, мероприятие илемлĕ сăн кĕртрĕ.

Район шайĕнче çĕнтернĕ педагогсем çитес вăхăтра республикăра иртекен конкурссене хутшăнĕç.