С.ИЛЬИНА, Республикăри наркологи диспансерĕн врачĕ. |
Ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташсен ушкăнĕнчен килет. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çÿренĕ вăхăтранах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Ача шкула кайсан ăна кружок-секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла, медицина ĕçченĕ патĕнче тăтăшах тĕрĕслентермелле. Хăш-пĕр шкулсенче профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе ятарлă волонтер ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Вулавăшсенче те кирлĕ информаци тăратма тăрăшаççĕ. Ĕçе йĕркене пăсмасăр туни çитĕнÿсем патне çитерет. Çемьене те ĕçе явăçтармалла. Çапла кăна ачасене психоактивлă япаласенчен сыхласа хăварма пулать. Сирĕн тĕпренчĕкĕр тĕрлĕ психотроплă япаласем тутаннине пĕлес тетĕр-и; Çак симптомсем çине тимлĕх уйăрăр: - шкулта япăх вĕренме пуçлани, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухални; - кăмăл-туйăм, ыйхă вăхăчĕ час улшăнни, çиес килменни; - куç шăрçи пĕчĕкленни е сарăлни; - çĕнĕ юлташсем тата калаçу темисем, ача фармакологипе, килте усранакан эмелсемпе интересленни; - япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупăнни. Раççейре 2 миллион ытла наркоман. Чăваш Республикинче 2900 çын наркотик тутаннине регистрациленĕ. Нарколог патĕнче пулманнисем миçе-ши; Вĕсен хушшинче 18-30 çулхи çамрăксем ытларах. Çавăн пекех чир вăраха кайнă пулсан ачан ÿтĕ çинче укол йĕрĕсене асăрхама пулать. Вĕсен куç айĕсем те шыçăннипех. Вăл хаяр, агрессиллĕ е ăна тытса пăрахма та пултарать. Хăвăр ачăра наркотикпе туслашма ан парăр! Пĕчĕкренех ачăрпа пĕрле пулăр. Тĕпренчĕкĕр çитĕннине ан манăр. |