Çамрăксене тĕнче уçлăхĕ илĕртет

В.КОРАКОВА, Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕ.

Январьтен пуçласа февралĕн 20-мĕшĕччен Хĕрлĕ Чутайри Ачасен пултарулăх çуртĕнче çамрăксен çут çанталăка сыхлас енĕпе "Çын – Çĕр – Космос" ăслăлăхпа тĕпчев тата вĕренÿпе тĕпчев проекчĕсен 14-мĕш Пĕтĕм Раççейри Олимпиадăн районти тапхăрĕ иртрĕ.

Олимпиадăна районти шкулсенче вĕренекенсем, 10-17 çулхи яшсемпе хĕрсем, 30 ытла тĕпчев ĕçĕ тăратрĕç.

Пур ĕç те хăйне майлă, интереслĕ, илĕртÿллĕ. Çавăнпа çĕнтерÿçĕсене палăртма питĕ йывăр пулчĕ. Мероприяти пĕтĕмлетĕвĕпе "Тĕнче уçлăхĕнчи лаборатори" – космосри çут çанталăк ăслăлăхĕ" номинацире пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Элеменкинапа Анастасия Иванова пайларĕç, иккĕмĕшне – Татьяна Мурайкинапа Игорь Стафик ( ертÿçи Е. Орлова). "Ÿнер искусствин конкурсĕ" номинацире Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче вĕренекенсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç: Анна Максимова пĕрремĕш пулчĕ, иккĕмĕшĕ – Татьяна Максимова (педагогĕ А.Иванов); виççĕмĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Виктория Кортунова тухрĕ (ертÿçи Г.Кукушкина). "Презентаци" номинацире Мăн Этмен шкулĕнче 8-мĕш класра ăс пухакан Карина Селянкинан тата 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Логинован ĕçĕсем ыттисенчен пахалăхĕпе уйрăлса тăчĕç (ертÿçи С.Марков). "Эпир юлташсемпе тĕнче уçлăхĕнче» презентаци пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, çавăн пекех вĕренекенсен коллективĕ хатĕрленĕ "Экологи теми" презентаци те – пĕрремĕш, (ертÿçи Т.Горбунова); Штанаш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Роксана Храмова çак номинацирех – иккĕмĕш (ертÿçи А.Пакрушов).

Олимпиада мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвне Мускав облаçĕнчи Королев хулинче тăвĕç. Пирĕн призерсен тата çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене пысăк хак парасса шанатпăр.