Шкул çулне çитменнисене – ăс-тăнпа кăмăл-сипет воспитанийĕ

Л.МАКСИМОВА, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăн воспитателĕ

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шыв çăмăлах мар истори тапхăрне тÿссе ирттерет. Обществăшăн чи хăрушши – экономика хавшаса пыни мар, этем пăсăлса пыни. Чун-чĕре туйăмĕсенчен укçа-тенкĕ маларах мар-и халь; Çавăнпа ачасем ырлăх, хĕрхенÿ, ыр кăмăллăх, тивĕçлĕх мĕнне йăнăш ăнланаççĕ. Вĕсем преступлени тăвасси ÿссе пыни те обществăри пĕтĕмĕшле агрессипе хаярлăх сарăлса пынипе çыхăннă. Ачасем кăмăл-сипет, ăс-тăн енчен пиçсе çитменнине пула усал витĕме часах ăша хываççĕ.

Православи йăли-йĕркине тĕпе хурса ачасене ăс-тăнпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парса ÿстерсен çеç чăн-чăн çын ÿстерме май пур. Хальхи вăхăтра, Раççее ăс-хакăлпа чун тĕлĕшĕнчен çĕнетме тăрăшнă чух, православи педагогикин опычĕпе усă курни вырăнлă. Ача садне ачасем тĕрлĕ çемьесенчен килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăс-хакăл воспитанийĕнче тухса тăракан ыйтусене татса пама пулăшни, пире ăнланни савăнтарать.

Халĕ наци йăли-йĕркисене шута илсе çирĕп те тĕрĕс-тĕкел çемье йĕркелесси çухалса пырать темелле. Амăшĕсем хĕр пĕрчийĕсене çĕлеме, çыхма сайра вĕрентеççĕ. Ытларахăшĕ лавккаран пахалăх енчен иккĕленÿллĕ япала илсе парать. Ашшĕсем те ывăлĕсене мĕн те пулин ăсталама хăнăхтармаççĕ, вăйлă, ырă чĕреллĕ пулма, çемьене, çĕр-шыва хÿтĕлеме сайра-хутра вĕрентеççĕ. Эпир халĕ чиркÿ уявĕсене мĕнле тата хăçан паллă тумаллине манса пыратпăр. Çуралнă кунпа мĕн парнелемеллине, епле саламламаллине, хуйхă вăхăтĕнче çывăх çынна йăпатма, çын патне пÿрте е чиркĕве кĕрсе тăрсан мĕн каламаллине пĕлместпĕр, хамăра мĕскĕн туятпăр.

Çавăнпа ăс-тăнпа кăмăл-сипет воспитанине тивĕçлĕ памасăр ача садĕнчен ырăпа усала уйăрма пĕлекен ача кăларса яма çук. Ăна аталанма чи кирлĕ воспитани паманнишĕн – чун апачĕпе тивĕçтерменнишĕн – хамăр, аслисем, айăплă юлатпăр. Ырă чун-чĕреллĕ çын ÿстерес тесен çемьепе вĕренÿ учрежденийĕн тата патшалăхăн тачă çыхăнса ĕçлемелле. Ачасем аслисен ырă тĕслĕхне курса пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене татса пама вĕренччĕр тесе тăрăшмалла. Ăс-тăнпа кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тесен пирĕн ытларах ăса, туйăма, чĕрене витĕм кÿрекен хăнăхтарусем тутармалла, ыр ĕç тума, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтармалла.