"Пирěн пурнăç" |
А.КАРПОВА |
Шкул çулне çитменнисене тивĕçлĕ воспитани паракан çак вĕренÿ учрежденийĕ 30 çул хушшинче мĕнле кăна ятпа çÿремен пулĕ, çапах та халăхра ăна "Пилеш" ача сачĕ теççĕ. Инçет 1938 çулта уçăлнă районти пĕртен-пĕр ача садĕнчен "тымарланса" кайнăскер, "Пилеш" ясли-сад 1983 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Унтанпа чылай ача кунтан шкул умĕнхи пĕлÿ илсе тухнă, заведующийĕсем те, педагогсем те улшăнсах тăнă, анчах та ача сачĕн тĕллевĕ – вăхăтпа килĕшсе тăракан вĕренÿ программипе усă курса пĕчĕккисене тивĕçлĕ те пахалăхлă воспитани парасси, вĕсен тавра курăмне анлăлатасси, сывлăхне сыхласа хăварса çирĕплетесси – яланах тĕп вырăнта пулнă. Февралĕн 8-мĕшĕнче Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăнĕ (ача сачĕн паянхи ячĕ çапларах) хăнасене – район ертÿçисене, вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсене, педагогсене, ача сачĕн ветеранĕсене, ашшĕ-амăшне – пухрĕ, вĕсенчен тав сăмахĕсемпе саламсем, парнесем йышăнчĕ. Ачасем вара пухăннисене хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Паян "Пилеш" ушкăн ĕç-хĕлне Татьяна Александровна Карпова йĕркелесе ертсе пырать. Коллективри 30 ытла ĕçчен, вĕсенчен 13-шĕ – педагогсем, садике çÿрекен 160 ачашăн тивĕçлĕ шайра тăрăшать. Ача садĕнчи çичĕ ушкăнран кашнинче пĕчĕккисемшĕн чунĕсене пама хатĕр асамçă-воспитательсем вăй хураççĕ. "Пилеш" ятпа çÿрекен ачасен тĕнчи пĕчĕккисен хаваслă сассисемпе куллисенчен нихăçан та ан татăлтăр. |