Спорт уявĕ кăмăла çĕклерĕ

"Пирěн пурнăç"
А.КАРПОВА

Февралĕн 10-мĕшĕнче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи стадионта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2013" массăллă ăмăрту иртрĕ. Районта пурăнакан 437 çын старта тухрĕ, 265-шĕ сывлăхпа спорт уявне курса савăнчĕ. Ăмăртăва пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç.

Районти чи маттур çамрăк спортсмен Сочире иртекен хĕллехи Олимпиадăна кайса курĕ.

Чи малтанах старта пĕчĕккисем – Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача садне çÿрекенсем – тухрĕç, хăйсем пĕчĕклех спортпа питĕ туслă пулнине кăтартса пачĕç.

Унтан "VIP-чупу" пулчĕ, унта район ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Кунта финиша пуринчен малтан район пуçлăхĕ Александр Степанов çитрĕ.

Шкул ачисен ăмăртăвĕ питĕ çивĕч иртрĕ. 2001çулта çуралнисем тата вĕсенчен çамрăкрах спортсменсем хушшинче Анастасия Вашуркинапа (Çĕн Атикасси шкулĕ) Кирилл Бронюкова (Атнар) çитекенни пулмарĕ.

1999-2000 çулсенче çуралнисем хушшинче финиша чи малтан Анастасия Семеновапа (Çĕн Атикасси) Алексей Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕç.

1997-1998 çулсенче çуралнисенчен Вероника Егоровапа (Çĕн Атикасси) Василий Вазин (Питĕркасси) палăрчĕç.

1995-1996 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччĕсенчен Эльвира Андреевапа (Çĕн Атикасси) Юрий Вазин (Питĕркасси) мала тухрĕç.

19-29 çулхи спортсменсем хушшинче Алина Анисимовапа Сергей Элеменкина çитекенни пулмарĕ.

30-39 çулхисенчен финиша пĕрремĕш Надежда Соколовапа Дмитрий Волков çитрĕç.

40-49 çулхи хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче Алевтина Дадюковапа Владимир Михуткин палăрчĕç.

50-59 çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Римма Вазяковапа Владимир Элеменкин тухрĕç.

60 çултан аслăраххисем хушшинче Людмила Михуткинапа Александр Волков мала тухрĕç. Сăмах май, Питĕркассинче пурăнкан 74 çулхи Александр Волков массăллă ăмăртăва хутшăннисенчен чи асли пулчĕ.

Ăмăртура мала тухнисене Хисеп грамотисем тата асăнмаллăх парнесем парса чысларĕç.

Спорт уявĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пухăннисене уйрăмах пĕр савăнăçлă хыпар хăпартлантарчĕ: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов йышăннипе кăçал тĕрлĕ çитĕнÿсемпе палăрнă районти пĕр çамрăк спортсмен 2014 çулта Сочире иртекен хĕллехи Олимпиадăна кайса курĕ. Мĕнех, районти спортсменсемпе вĕсен тренерĕсен хавхаланма, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сăлтав пур.