"Пирěн пурнăç" |
Питĕркасси шкулĕ оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхне активлă хутшăнакансенчен пĕри. Кунта çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Февралĕн 12-мĕшĕнче 2-4 класс вĕренекенĕсем Афган вăрçин ветеранĕпе, Владимир Хохлов воин-интернационалистпа, тĕл пулчĕç. Кĕске справка Владимир Сергеевич Хохлов 1967 çулта Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă.1984 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1985 çулхи майăн 3-мĕшĕнче ăна Çар ретне илнĕ. Малтанах вăл Амур облаçĕнче пограничниксен çарĕнче тăнă. Каярахпа совет салтакĕсене Афганистана янă. Владимир маневрсен ушкăнне лекнĕ. Ют çĕрте нушине те самаях тÿснĕ. 1987 çулта чăваш каччи сывă та тĕрĕс-тĕкел тăван яла таврăннă. Тÿрех районти шалти ĕçсен пайне службăна тăнă. Вăл паянхи кун та районти полици уйрăмĕнче вăй хурать, час-часах Афганистанра пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса халалланă мероприятисене хутшăнать. Хальхинче те вăл кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе вăрçă вăхăтĕнчи самантсене аса илсе интереслĕ калаçу ирттерчĕ. Пĕчĕккисем кăкăр тулли медаль çакнă паттăра тимлĕ итлесе ларчĕç, çар пурнăçĕ тата наградăсем çинчен ыйтса пĕлчĕç. "Афган вăрçин çулĕсемпе" ятпа хатĕрленĕ литература композицийĕ вăхăтĕнче ачасем совет салтакĕсем çинчен сăвăсем каласа, юрăсем юрласа пачĕç. Унтан "Афганăн чĕрĕ аса илĕвĕ" презентаци курчĕç, "Синкерлĕх тата хăюлăх" кĕнекесен куравĕпе те паллашрĕç. |