Е.ТУЙМАНКИНА, Атнарти ача сачĕн воспитателĕ |
Ачăр тăватă çул тултарчĕ. Сирĕн ăна вулама вĕрентес килет. Темиçе вунă çул каялла шкула пĕрремĕш класа килнĕ вулама пĕлекен ача сайра хутра пулнă. Уйрăмах ку йывăр ĕç учитель çине тиеннĕ. Хальхи вăхăтра вара ача садне çÿрекен шăпăрлан вулама пĕлни никама та тĕлĕнтермест. Ачана вулама вĕрентес пулсан мĕнрен пуçламалла? Паллах, малтанах пепкĕрĕн алфавит лайăх пĕлмелле. Паянхи кун лавккасенче алфавит вĕрентме пулăшакан тĕрлĕ тĕслĕ кăтарту хатĕрĕсем туянма май пур. Анчах та сас паллисене пĕлнипех çăмăллăнах вулама вĕренейместĕн. Малаллахи утăм – ачăра сасăсен тĕнчипе паллаштармалла. Паллах, вăйă мелĕпе! Ниепле те тĕпренчĕкĕре хăратса, вăрçса, ятласа вĕрентме кирлĕ мар. Вĕренмесен – урама выляма тухаймастăн, е теттесем, е пылак çимĕç илсе памастăп теес çук. Ачăра сасăна хăнăхтарас тесен пĕр-пĕр сасăна вăрăммăн, интонаципе калама вĕрентмелле: тĕслĕхрен, ХХХур, хУУУр, хуРРР. Пепкĕр сасăсене уйрăмăн палăртма вĕреннĕ хыççăн сăмахсемпе ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, " Кала-ха, "анне" сăмах мĕнле сасăран пуçланать?", – пĕрремĕш сасса тăсса çапларах ыйтма пулать. ААА "Кил" сăмахра пур-и? ААА сасă тата хăш сăмахра пур?" Хăвăр вĕренĕр. Ачăра вĕрентме пуçличчен хăвăр Е.Бугрименкопа Г. Цукерман кăларнă "Чтение без принуждения" ятлă кĕнекене вуласа тухсан аван пулмалла. Ан васкăр. Енчен те тĕпренчĕкĕр 3 çулта тин калаçма вĕренчĕ пулсан е сăмахсене тĕрĕс каламасть пулсан вулама вĕрентесси пирки шухăшлама та кирлĕ мар. Ачăра тĕрĕс калаçма вĕрентес тесен – пĕр тăхтамасăрах ăна логопед патне илсе кайсан лайăх пулмалла. Чылай ашшĕ-амăшĕ ача ирех вулама пуçлани лайăх тесе палăртаççĕ. Анчах та лайăххин тÿнтер енĕ те пур: ун пек ачасем кĕнеке вуласа нумай пĕлес тесе выляма пĕлмеççĕ, тантăшĕсемпе хутшăнассинчен пăрăнаççĕ... |