А.Ястребова, Пантьăкри пуçламăш шкул-ача сачĕн воспитателĕ |
Ачана пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарма тăрăшмалла. 4-5 çулхи ачăр сирĕнтен шăпăр туртса илсе тирпейлĕх кĕртме пуçлать – эсир ăна ан чарăр. "Эсĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха" е " Санран пулмасть, эсĕ таса мар шăлатăн" тата ытти евĕр сăмахсем каласа ачăрăн кăмăлне ан пăсăр. Енчен те икĕ-виçĕ хутчен пепкĕре çапла хирĕçлесен – малашне унăн ĕçлес туртăмĕ пĕтет. Ачăра ытларах шанăр, ĕçе хăй тĕллĕн тутарттарăр: хăйĕн хыççăн пуçтарма, тирпейлеме вĕрентĕр. Сăмахран, малтанах сирĕн урайне те хăвăрăн тепĕр хут çума тивĕ, тăкакне те тÿсмелле пулĕ. Тĕпренчĕкĕр тăрăшма та пуçлĕ, çынсен ĕçне те хисеплĕ. Пепкĕр теттисене пĕтĕм çĕрлĕ пăрахать, сапалать пулсан, хăйĕн хыççăн пуçтармасан – тепĕр чее мелпе вĕрентме май пур. Ачăр урамра е çывăрнă чухне унăн юратнă теттисене шыраса тупайман çĕре пытарса хумалла. Тĕпренчĕкĕр ыйтсан: "Вĕсем сан çине кÿреннипе тухса кайнă", – тесе хуравламалла. Паллах, теттесем каялла килĕç, анчах пĕчĕк хуçа хăй йăнăшне тавçăрсан тата яваплăха туйса илсен. Пĕчĕклех хĕр пĕрчи амăшне чечексем шăварма тата пÿлĕмре тирпейлĕх кĕртме пулăшсан, арçын ача ашшĕн ĕçĕсене тума тытăнсан. |