Вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр

А.Михатайкин, районти пушар чаçĕн начальникĕ

Вут-çулăмпа, хутса ăшăтмалли япаласемпе, электричество оборудованийĕсемпе, пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитерет. Çак сăлтавсене пулах декабрĕн 19-мĕшĕ тĕлне районта 38 пушар пулнине регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 36-шĕ граждансен хуçалăхĕсенче, 2-шĕ – урăх объектсенче. "Хĕрлĕ автан" пурĕ 2 миллион та 169 пин тенкĕлĕх пурлăха тĕп тунă. Вут-çулăмра 1 çын пурнăçĕ татăлнă, 2 выльăх çунса кайнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 30 пушар пулнă, тăкакĕ 1 миллион та 406 пин те 500 тенкĕпе танлашнă, 7 çын вилнĕ. Кăçал Атнар ял тăрăхĕнче – 7, Пантьăк – 6, Кив Атикасси , Хусанушкăнь , Хĕрлĕ Чутай – 5, Ачкасси, Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче – 4, Тралькасси ял тăрăхĕнче 2 хутчен вут алхаснă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 23 çуртран кĕл кăна юлнă, кăçал – 29.