Шкул сумкинче тем те пур...

А.ЗАМУТКИНА

Ача пĕрремĕш класа кайма тытăннăранпах ăна ыйту паратпăр: "Рюкзакна мĕн чиксе тултартăн?", "Мĕн йăтса çÿретĕн эс унта?", "Мĕншĕн рюкзак ытла йывăр?" Шкултан ывăнса таврăнакан ачана курсан вара ирĕксĕрех шухăша каятпăр: "Шкул рюкзакĕ мĕн йывăрăш пулмалла-ши?" – тетпĕр.

Ача чух йывăр çĕклеме юрамасть, теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ, хул-çурăмран пĕтĕм организм сывлăхĕ килет. Шкул ачин рюкзакĕ мĕн йывăрăш пулмаллине пĕлес тесе Роспотребнадзор пуçлăхĕ Г.Онищенко çирĕплетнĕ "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи вĕрентĕвĕн Санитарипе эпидемиологи требованийĕсемпе условийĕсем" çĕнĕ правилăсене тишкертĕм.

Документăн кĕске сыпăкĕ: "Кĕнекесемпе çыру хатĕрĕсен кулленхи комплекчĕн йывăрăшĕ 1-2 класс ачисен 1,5 кг пулмалла, 3-4 классенче – 2 кг, 5-6 классенче – 2,5 кг, 7-8 классенче – 3,5 кг, 9-11 классенче – 5 кг таран. Анчах та кулленхи пурнăçра хут çинчи пек мар, шкул рюкзакĕн йывăрăшĕ палăртнă нормăран та иртет. Рюкзаксем час-часах çĕтĕлсе тухаççĕ. Вĕренÿ программисем те халĕ малтанхи пек мар – йывăртарах. Çавăнпах пулĕ ачасем тăтăшах пуç ыратнипе аптăраççĕ. Киле çитсен кутамккисене хывса пăрахсанах çăмăллăн сывласа яраççĕ. Кун пек чухне мĕн тумалла? Тен, хăш-пĕр кĕнекисене килте хăвармалла? Çук, кун пек те татса параймăн ку ыйтăва.

Ачан рюкзакне тăтăшах уçса пăхкаланă май, унта расписанипе килĕшÿллĕн кăна кĕнеке-тетрадь чиксе çÿременни палăрчĕ. Ачасем шкул сумкинче илемлĕ литература кĕнекисене, ытлашши тетрадьсем, журналсем, энциклопедисем, çав кун кирлĕ мар учебниксем тата канцеляр хатĕрĕсем, шкулта урана улăштарса тăхăнмалли пушмаксем илсе çÿреççĕ. Унсăр пуçне технологи урокне – тĕрлĕ хатĕрсем, физкультура урокне – спорт костюмне, кроссовки е бассейна каймалли тум, çăвăнмалли япаласем тата класс тулашĕнчи ĕçсене хутшăнма кирлĕ япаласене йăтса çÿреме тивет. Мĕнле-ха капла? Ачасем шкула чикансем евĕр кутамккасем, сумкăсем çĕклесе çÿреççĕ. Çирĕпленсе çитмен çурăм шăмми ăçтан сывă пултăр? Нивушлĕ хăшне-пĕрне, сăмахран, улăштармалли пушмаксене, шкултах хăварма пулмасть?

Тĕрĕссипе вара ачан хăйĕн йывăрăшĕн 15 проценчĕ чухлĕ таякан рюкзака кăна йăтма юрать. Тĕслĕхрен, ача 30 килограмм таять пулсан, унăн рюкзакĕ 4 кг 500 грамран ытлашши пулмалла мар. Çакăн пек чухне çеç ача хăйне çăмăл туять.

Ученăйсем палăртнă тăрăх, кунта ачан кĕлетке çирĕплĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ те пысăк вырăн йышăнать. Патвар ÿт-пÿллĕ, çирĕп мускуллă ачасене ытларах çĕклесен те нимĕн те пулмасть. Çавăнпа мĕн пĕчĕкренех спортпа туслаштарма сĕнеççĕ. Ачан вăй-халĕ, çурăм мускулатури лайăх аталанни вара шкул рюкзакне çĕклесе çÿреме кăна мар, пур çĕрте те кирлĕ.

Йывăр çĕклесе çÿрес мар тесен ачасен шкул расписанийĕпе килĕшÿллĕн кăна рюкзака тултарма тăрăшмалла. Тепĕр сĕнÿ: кашни ирех зарядка тума хăнăхмалла, ишме çÿресен тата аванрах.

Ашшĕ-амăшне калас килет: ачасем шкула çÿренĕ вăхăт – дневниксемпе тетрадьсене тĕрĕслемелли тапхăр çеç мар. Кулленех ачан рюкзакне, тĕрĕсрех унăн йывăрăшне те асăрхасах тăмалла. Ачасем унта, уйрăмах кĕçĕн класрисем, тем те пĕр чиксе хума пултараççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ теттесем таранах. Йывăр сумка çурăма амантма пултарассине пĕлмеççĕ.

Тĕнчери нумай çĕр-шывра халĕ шкул ачисене 100-200 доллар тăракан планшетлă компьютерсемпе тивĕçтересси пирки шухăшлаççĕ. Çакăн пек "таблеткăсем" 700-800 грамм таяççĕ. Америкăра вара çурăм хыçне çакмалли сумка вырăнне çĕнĕ мел – урапаллă рюкзак шутласа кăларнă.

Шутласан, шкул ачи валли сумка е рюкзак туянасси йывăр ĕç мар. Анчах пур хитре рюкзак та, хулран уртмалли çакăллă сумка та, ранец е дипломат та ачана юрăхлă мар. Ортопедсем çурăм хыçне çакмаллине илме сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен сумка йывăрăшĕ çурăм çинче пĕр пек йĕркеленет. Пĕр çакăллипе çÿресен кĕлеткен пĕр енне йывăр килет, хул-çурăм тĕрĕс мар йĕркеленет, çын хитре мар утма тытăнать. Сколиоз чирĕ те аталанма пуçлать. Рюкзакпа е ранецпа вара ачан аллисем ирĕклĕ, хул-çурăм кукăрăлмасть. Ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ рюкзака тĕсне, хитрелĕхне кура туянать. Чи малтан мĕнле материалран тунине тишкермелле, материалĕ çăмăл та çирĕп пултăр, çумăр ан ятăр, сивве чăттăр.

Кĕнекесенчен те йывăр туртакан рюкзак вырăнлă мар. Сăмахран, çичĕ çулхи ача валли çĕленĕ сумка чи йывăрри те 700 грамран ытлашши пулмалла мар.