А.НАУМОВ, Хĕрлĕ Чутайри пушар хурал чаçĕн начальникĕ. |
Çĕнĕ çул çывхарнă май хăвăра тата çывăх çыннăрсене илемлĕ салютпа е петардăсен залпĕпе савăнтарас тетĕр-им? Малтанах усă курмалли инструкцие вуласа тухăр. Инструкципе кăсăкланни Сирĕн хаваслă кăмăлăра упраса тата пурнăçăра сыхласа хăварĕ. Хăрушлăхăн потенциаллă степенĕпе пиротехникăна 5 класа уйăраççĕ. Чи сахал хăрушлăх кăтартаканнисем – I, II тата III класлисем. Кун пек тавар çын пурнăçĕшĕн хăрушă мар: сирпĕннĕ чухне унăн пайĕсем ытлашши инçе вĕçмеççĕ. Анчах асра тытмалла, хăрушлăх зонин радиусĕ кун пек пиротехникăн 50 сантиметртан пуçласа 20 метр таранах. Çапах та залп вăхăтĕнче вут тивесрен асăрханмалла. Çул çитмен ачасене пиротехникăпа усă курассинчен хÿтĕлемелле. IV тата V класлă пиротехникăпа усă курас умĕн ятарлă курссенче вĕренмелле, алăра удостоверени пулмалла. Асăннă категорири пиротехникăпа сут тума ирĕк, лицензи кирлĕ. Кашни продукци çумне инструкци памалла, вăл вырăсла пулмалла. Ăна пиротехника продукцийĕн корпусĕ е упаковки çинче шырамалла. Инструкцире мĕн пулмалла: пиротехникăпа усă курмалли уйрăмлăхсем; хăрушсăр хатĕрленÿÿ, чĕртесси тата утилизаци; пушар пулассинчен сыхланмалли мерăсем; усă курмалли вăхăт, гаранти срокĕ, хăçан хатĕрлени; асăрхаттарни; сертификаци пирки информаци тата пиротехника продукцийĕн спецификипе çыхăннă ытти сведенисем. Пичетленнĕ материал уçăмлă пулмалла тата кăтартнă информацие тĕплĕн вуламалла. Хĕрлĕ Чутайри пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем пиротехника туянакансене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ. Савăк кăмăла, сывлăха тата пурнăçа сыхласа хăварас тесен сертификат пур пиротехникăна илмелле, унпа усă курнă чухне ансат правилăсене пăхăнмалла. "Çапăçнă хыççăн чышкăпа сулкалашмаççĕ", – теççĕ вырăссем. Уяв инкеке ан çаврăнтăр. |