Автобуссен паркĕ çĕнелет

А.КАРПОВА.

Ачасене шкула автобуссемпе илсе çÿренине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Паянхи куна районта 44 ялти 700 яхăн вĕренекен ултă шкула кунсерен автобуспа çитет.

Вĕренекенсене вăхăтра урока çитерес тата вĕсен сывлăхĕ яланах хăрушсăрлăхра пултăр тесе шкул автобусĕсен паркне çĕнетсех тăраççĕ. 2002-2004 çулсенче илнĕ автобуссем кивелсе юрăхсăра тухнăран района кăçал 22 вырăнлă икĕ автобус килнĕччĕ: Мишеркассинчи тата Çĕн Атикассинчи шкулсене. Çак кунсенче вара Мăн Этменти вăтам шкул та çĕнĕ автобуспа пуянланнă.

Сăмах май, шкул автобусĕсем çул çинче ăçта пулнине, маршрутран пăрăннипе пăрăнманнине, ăнсăртран çĕмĕрĕлнине пĕлсех тăрас тесе ачасене турттаракан кашни транспорт хатĕрне ГЛОНАСС спутник навигацийĕн тытăмне вырнаçтарнă.