Пилĕк е ултă кун вĕренмелле?

А.КАРПОВА.

Юлашки вăхăтра вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ районти шкулсенче эрнере пилĕк кун вĕренме пуçлассине сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем çакăнпа килĕшеççĕ, теприсем вара хирĕçлеççĕ. Лару-тăрăва уçăмлатма район администрацийĕн вĕренÿ пайĕпе çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕç пире унтан:

"Районти 13 шкултан пилĕккĕшĕнче 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа эрнере пилĕк кун вĕренме планлаççĕ. Кун пирки ашшĕ-амăшĕ хушшинче ыйтăм ирттертĕмĕр. Унта ашшĕ-амăшĕн 85 проценчĕ хутшăнчĕ, вĕсенчен 68 проценчĕ ачисем эрнере пилĕк кун вĕренессипе килĕшеççĕ.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен санитарипе эпидемиологи кăтартăвĕсем эрнере пилĕк кун вĕренме май параççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, эрнере пилĕк кун вĕренессине тĕрĕс йĕркелесен пĕлÿ шайĕн пахалăхĕ чакмасть. Кунне вăтамран пĕр сехет ытларах вĕренни шкул ачисен сывлăхне сиен кÿмест. Эрнере икĕ кун канни лайăх çеç, ачасен тĕрлĕ çĕре экскурсисене тухса çÿреме, театрсемпе концертсене çитсе курма, "Хастар" спорткомплексра сывлăха çирĕплетме вăхăт ытларах пулать. Унсăр пуçне ачасен хăйсем тĕллĕн вĕренме те май пулĕ.

Республикăри хăш-пĕр районсенче эрнере пилĕк кун вĕренессине тахçанах йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, Пăрачкав районĕнче вĕренекенсем пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ шкула эрнере пилĕк кун çеç каяççĕ. Республикăри малта пыракан шкулсенчен пĕри – Тăвай районĕнчи вăтам шкул – кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен эрнере пилĕк кун вĕренесси çине куçнă".

Хамăртан вара çакна каласа хăварасшăн: хальлĕхе районта эрнере пилĕк кун вĕренмеллине йĕркелессипе хатĕрленÿ тапхăрĕ кăна пырать-ха. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси те ĕçлет. Асăннă ĕçе пурнăçласси мĕнле пулса пынине вулакансене хаçат страницисенче паллаштарсах тăрăпăр.