А.КАРПОВА. |
Нумаях пулмасть Чăваш Ен Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата район-хула администрацийĕсен, вĕренÿ управленийĕсемпе учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Ларура вĕренÿ тытăмне модернизацилес енĕпе республикăра 2012 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, 2013 çулхи тĕллевсене палăртнă. Калаçу çивĕч иртнĕ. Хăш-пĕр районсенче учительсемпе воспитательсен вăтам шалăвĕ пĕчĕк пулни, шкул çулне çитменнисене садикпе тивĕçтересси, шкул ачисен апатланăвĕ пухăннисене хытах калаçтарнă. Шкул тивĕçĕ – сывă, тарăн пĕлÿллĕ, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пултаракан çынсем вĕрентсе, воспитани парса ÿстересси. Анчах çак ĕçе туллин туса пыма педагогика кадрĕсене те çĕнетсех пымалла. Шкула çамрăк учительсем кирлĕ. 2012-2013 вĕренÿ çулĕ тĕлне 35 çула çитмен педагогсен йышĕ республикăра 14,8 процентпа танлашнă. "Ĕç укçине ÿстернине шута илсен çамрăк специалистсене вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлесси илĕртмелле пек. Енчен те вĕсем шкула васкамаççĕ-тĕк, куншăн муниципалитетсен ертÿçисем тÿрремĕнех айăплă. Хавхалантару мелĕсемпе те тĕллевлĕ усă курмалла", – тенĕ Михаил Игнатьев йăнăшсене çитес çул пуçламăшĕ тĕлне йăлтах тÿрлетме хушса. Ларура шкултан вĕренсе тухакан çамрăксене малашнехи çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме пулăшасси пирки те калаçу пулнă. Михаил Васильевича шкул пĕтерекен çамрăксен 70 яхăн проценчĕ – аслă шкула, профучилищĕсемпе техникумсене 20 яхăн проценчĕ кăна кĕни те шухăшлаттарать. Аслă пĕлÿ дипломне илнĕ çамрăксем кайран ĕç тупаймасăр хăшкăлаççĕ. Ĕç рынокĕнче вара паян рабочи профессиллĕ специалистсем çитмеççĕ. "Кирек мĕнле пулсан та аслă пĕлÿ кăна илме тăрăшни – ĕнерхи кун палли. Ашшĕ-амăшĕн, ачасен психологине улăштармалла", – тенĕ Республика Пуçлăхĕ. |