"Пирěн пурнăç" |
А.Никитин |
Иртнĕ вырсарни кун "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче сĕтел çи теннисле тата шашкăлла выляссипе районти турнирсем иртрĕç. Сĕтел çи теннис ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăна, арçынсем хушшинче, спорт шкулĕнче тăрăшакан Владимир Герасимов тивĕçрĕ. Унăн хĕрĕ Женя та хăйĕн ăсталăхне пула хĕрарăмсем хушшинче мала тухма пултарчĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен Евгений Романов та ырă ята тивĕç, вăл 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Хĕрлĕ Чутайри шкулта ăс пухакан Дмитрий Мидейкина вара 3-мĕш степеньлĕ Хисеп грамотипе наградăларĕç. Шашкăлла выляма кăмăллакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе район Кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне "Россельхозбанк" УАО-н ертÿçи Юрий Пахинов илме пултарчĕ. 2-мĕш вырăна "Россельхозцентр" БУ-н агрономĕ Леонид Еремеев тухрĕ. "Нива" ЯХПК-н ертÿçи Владимир Мурайкин та турнирти тĕл пулусенче ăнăçлă выляса 3-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Мала тухма пултарнă спортсменсене район администрацийĕн культурăпа спорт пайĕн Хисеп грамотисене тата парнесем парса чысларĕç. Çитес канмалли кунсенче те "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче сывă пурнăç йĕркине юратакансене хапăл тусах кĕтетпĕр.
|