Ÿкерме вĕрентмелле

"Пирěн пурнăç"
Е.ПАШКУРТОВА, Серенкассинчи ача сачĕн воспитателĕ

Пирĕн вăхăт– улшăну вăхăчĕ. Халĕ нихăçанхинчен ытларах пур сферăра та çĕнĕлле шухăшлама пĕлекен çынсем кирлĕ. Çавăнпа та çитĕнекен ăруран мĕн пĕчĕкренех пултаруллă çынсем ÿстермелле.

Пултарулăх ĕçĕн хăнăхăвĕсене йĕркелесси, япалан паллисене, сăмахран, тĕсне, калăпăшне, кура тишкерме пĕлес ăсталăха аталантарнипе пулать. Ăна аталантарма вара йăлана кĕмен ÿнер техникипе, тĕрлĕрен материалсемпе, меслетсемпе усă курмалла.

Хăйĕн кăмăл-туйăмне пĕчĕк шăпăрлана сăнарласа панипе палăртма çăмăлрах. Вăл япалан сăнарне тĕрлĕ тĕслĕ хутпа тата сăрăсемпе усă курса пĕлтерет. Çак материалсем ачан алли айĕнче яланах пулмалла. Анчах та ку çителĕксĕр. Пепкен пултарулăхне аталантармалла, ăна тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларма вĕрентмелле, ÿнер техникипе паллаштармалла.

Анчах та мĕншĕн-ха хăш-пĕр чухне ача хăйĕн аллине киçтĕк е кăранташ тытасшăн мар? Тен, вăл унăн нимĕн те пулмасран шикленет? Е ăна интереслĕ мар-и? Апла пулсан ăна ал тупанĕпе ÿкерме сĕнмелле (çакна валли тĕрлĕ методика литератури пурри те аван). Ача вара ал тупанне сăрăпа вараланин усси пуррине курать. Мĕнле хитре ÿкерчĕксем ÿкерме пулать вĕт. Кун пек чухне икĕ çулхи пепке, аллине киçтĕк тытма пĕлмест пулин те, художник пулма пултараять. Хăйĕн ал тупанĕпе тĕрлĕ ÿкерчĕксем тума кашни ачах кăмăллать. Ÿкерчĕксенче чăхха, кайăка, хĕвеле е чечеке курсан вĕсем мĕн тери савăнаççĕ. Вĕсен татах та ÿкерес кăмăл çуралать.

Сăнарлă ĕç-хĕлĕн занятийĕсем илемлĕх туйăмне вăратаççĕ, тирпейлĕхе, ĕçченлĕхе тата хăй тĕллĕнлĕхе аталантараççĕ, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕрентеççĕ, ÿнер хăнăхăвĕсене йĕркелеççĕ.