Суккăр çын сукмакĕ такăр мар

"Пирěн пурнăç"
А.ЗАМУТКИНА

XVIII ĕмĕрччен тĕнче суккăррисен шкулĕсем çинчен пĕлмен. 1784 çулта Францин паллă педагогĕ Валентин Гаюи никам пулăшмасăр, хăйĕн укçи-тенкипе суккăр ачасем валли шкул уçнă, пĕрремĕш хут шрифт тăрăх суккăрсене вĕрентме май пуррине кăтартса панă. В.Гаюи 1745 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Суккăррисен кунне паллă тăвассине шăпах унăн çуралнă кунĕпе çыхăнтарнă.

Паян тĕнчере 124 миллиона яхăн суккăр çын пурăнать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн хаклавĕ тăрăх, 2020 çул тĕлне вĕсен хисепĕ икĕ хут ÿсме пултарать.

Çут çанталăк илемне курма пултарайман çынсен пурнăçĕ çăмăл мар. Ахальтен мар ваттисем: "Куçсăр пуличчен чунсăр пул", – тенĕ. Çавăнпа вĕсен нушине ăнланас, тимлĕх уйăрас, общество ĕçне пур енлĕн хутшăнма майсем туса парас, пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе пур çĕрте те чылай мероприяти ирттереççĕ. Сăмах май, вĕсене валли библиотекăсенче ятарлă литература, информаци итлесе пĕлмелли хатĕрсем те пур.

Пĕтĕм Раççейри суккăррисен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕ районсенче йĕркеленĕ 12 организацие пĕрлештерсе тăрать, вĕсен йышĕнче 2600 ытла инвалид. Пирĕн районти инвалидсем Етĕрнери куçсăррисен обществипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Куç курманнисене çăмăллăх кÿрес тесе организаци нумай ĕç туса ирттерет.

Куç япăх курнипе нушаланакансем тата курманнисем пирĕн районта та çук мар. Вĕсен шутĕнче вăрçăпа ĕç ветеранĕсем те, вăй питти çынсем те, ачасем те пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан М.К.Мохнатовпа С.Д.Мазуркин вăрçă ветеранĕсем те куçа пула пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем пулса тăнă. Тĕслĕх нумай илсе кăтартма пулать. Анчах куçсăр юлнин кашнин хăйĕн сăлтавĕ, кашнин хăйĕн шăпи.

Вăр-вар кинеми паян та сцена çинче

Сăмах Ачкассинче çуралнă П.И.Васюкова пирки. Перасковья Ивановна куçпа пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Кĕлетке çивĕчлĕхне çухатман кинеми кулленхи пурнăçра ахаль ларма юратмасть.

Кăçал вăл октябрь уйăхĕнче 91 çул тултарчĕ. Ватă хĕрарăм çÿлерех асăннă çынсем пекех хăй ĕмĕрĕнче сахал мар нуша курнă. Вăрçă çулĕсенче те, хыççăн та асап-тертне те, выçлăх кунĕсене те тÿссе ирттернĕ. Вĕçен кайăк та мăшăрлă теççĕ те, анчах мăшăрсăр, ача-пăчасăр пурăнма Турă çырнă ăна. 1993 çултанпа Перасковья Ивановна ваттисен çуртĕнче кун кунлать. Паянхи кун вăл Березовкăри ваттисен çуртĕнче пурăнать. Вăрăм кун-çул пурăнма вăй-хал упраса хăварнă çирĕп хĕрарăма час-часах сцена çинче курма пулать. Районти ветерансен хорĕ йĕркеленсенех унта юрлама пуçланă вăл. Çулĕпе хорта чи асли пулсан та – маттур! Инвалидсен обществи çумĕнче йĕркеленĕ "Шанчăк" фольклор ушкăнне çÿрет, ватлăх кунĕсене юрă-ташăпа ирттерет. Вăл хутшăнмасăр районта пĕр культура мероприятийĕ те иртмест тесен те тĕрĕс.

Куратпăр ĕнтĕ, çын куçсăр е ал-урасăр пулсан та пурнăç епле иртесси хăйĕнчен килет. Асăннă тĕслĕх çакна çирĕплетсе парать те. Анчах шăпапа çырлахнă инвалидсене хăйсене тĕрĕс-тĕкел çын шутĕнче тытма мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлине кам калама пултарĕ-ши? Чун-чĕре хавалĕ çирĕп пулни кăна малалла туртать пулĕ вĕсене.