Депутат премине тивĕçрĕ

"Пирěн пурнăç"
А.КАРПОВА.

Вĕрентекен кунĕнче районти учительсене, вĕрентÿпе воспитани процесне йĕркелесе, лайăхлатса пырас ĕçре çитĕнÿ тунисене, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн премине тивĕçнине ĕнентерекен сертификат парса чысларĕç. Хусанушкăнь шкулĕнче 5-9-мĕш классене математика предметне вĕрентекен Елена Яхатина та çитес çулхи май уйăхĕччен депутат премине илсе тăрĕ.

Елена Васильевна ачасемпе ĕçлеме чунтан кăмăллать. Пĕрремĕш категориллĕ учитель вĕренекенсене "наукăсен патшин" вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă май вĕсене тĕрĕс воспитани памаллине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ĕçне чунтан парăннă педагог депутат премине тивĕçни унăн тăрăшулăхне хакланине пĕлтерет.