Писательсен йышне илнĕ

Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Светлана Яруткина учителĕн произведенийĕсем час-часах республикăри хаçатсемпе журналсенче пичетленсе тухаççĕ. Унсăрăн пуçне вăл шкул ачисене тĕрлĕ конкурссене явăçтарать. Светлана Вячеславовна хăйĕн калавĕсемпе те конкурссене тăтăшах хутшăнать. Икĕ хутчен унăн произведенийĕсем Николай Плотников пухса хатĕрленĕ кĕнекесенче кун çути курнă. Палăртма кăмăллă, çав кĕнекесенче Хусанушкăнь, Штанаш, Тури Çĕрпÿкасси, Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси шкулĕсенче вĕренекенсен, çавăн пекех Штанаш шкулĕнче акăлчан чĕхипе вĕрентекен Галина Зотован произведенийĕсем пичетленнĕ. Кăçал Светлана Яруткинан "Илемлĕх ытамĕ" тата "Сăвăсемпе юрăсем" кĕнекисем пичетленсе тухнă.

Иртнĕ уйăхра, акă, Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин писательсен Канашĕн правленийĕн председателĕ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Юхма) тата Татюк Юркки (Юрий Витальевич Дадюков) ырă ĕçпе пулнă. Светлана Вячеславовнана ЧР писательсен Канашĕн членне илнине тата пултарулăхри ÿсĕмсемшĕн, чăваш наци культурине аталантарас ĕçре активлăх кăтартнăшăн Алексей Талвир ячĕллĕ премие тивĕçнине пĕлтернĕ.

Ырă йăла тăрăх асăннă преми лауреачĕсем "Ачасене – кĕнекесем" акцие хутшăнса шкулсен библиотека фондне пуянлатаççĕ. Светлана Яруткина та Хусанушкăнь шкулне 58 кĕнеке парнеленĕ.