"Пирěн пурнăç" |
Н.ГУСЕЛЬЩИКОВА |
Нумай çул хушши шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçленĕрен çирĕплетсех çапла калама пултаратăп: пĕчĕккисем те тăван яла, тавралăха, çĕр-шыва юратаççĕ. Уйрăмах шкула кайма хатĕрленекеннисен патриотизм туйăмĕ аталаннă. Ачасемпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырсан вĕсенче çын тата гражданин пулма пулăшакан кăмăл аталанать. Чи малтанах ачасене тăван тăрăхри çут çанталăк илемĕ илĕртет. Тĕрлĕ юмах вуласа, пултарулăхне, шухăш хăватне аталантарса пĕчĕккисем Тăван çĕр-шыв хăватне, мăнаçлăхне ăнланма пуçлаççĕ. Çак тĕллевпех вĕсемпе эпир кашни кунхи ĕç-хĕл вăхăтĕнче – вăйăра, уçăлма тухсан, экскурсисенче, уявсенче – кĕнекесем вуланă, юрăсем итленĕ, калаçусем ирттернĕ, ÿкерчĕксене сăнанă, куравсем йĕркеленĕ май патриотизмла воспитани пама тăрăшатпăр. Çак тĕллевпех çывăхра вырнаçнă палăксем патне çитсе куратпăр, чечексем хуратпăр, вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулса калаçусем ирттеретпĕр. Ашшĕ-амăшне те çак ĕçе явăçтаратпăр, вĕсене ачисемпе пĕрле канмалли кунсенче ăçта çитсе курмаллине сĕнетпĕр. Районта иртекен "Сала, ял уявĕ", "Амăшĕн кунĕ", "Атте уявĕ", "Çĕнтерÿ уявĕ" мероприятисене хутшăнни те ачасене Тăван çĕр-шыва юратма пулăшать. Виç-çĕмĕш çул ĕнтĕ эпир ачасемпе Çĕнтерÿ уявĕнче стройпа утатпăр, çакă вĕсене ытларах та ытларах хăпартлантарать. Пирĕн ачасем çĕр-шывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пуласси пĕрре те иккĕлентермест. |