"Пирěн пурнăç" |
В.БЕЛОВА. |
Чĕлхе аталанăвĕн шайĕ нумай чухне ача шкула кайма хатĕр е хатĕр мар пулнине кăтартать. Ачан калаçу чĕлхи мĕн чухлĕ лайăх аталаннă, ăна шкулта вулама, çырма вĕренме çавăн чухлĕ çăмăлрах. Шкул çулне çитмен хăш-пĕр ачасен калаçу чĕлхин аталанăвĕ кăштах юлса пырать, ашшĕ-амăшĕ ăна пĕлтерĕш парсах та каймасть, шкула çÿре пуçласан ача хăех уçăлса каясса шанать. Хăш-пĕр ачасем уйрăм сасăсене тĕрĕс калаймаççĕ, селĕп е пăтраштарса калаççĕ: "с-ç-ш, с-ц-ч-щ, л-р-й". Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн "шкул хăех тÿрлетет" тесе кĕтсе лармалла мар, харпăр хăй ачишĕн халех шухăшламалла, ачана тĕрлĕ специалистсене кăтартмалла, вĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Юлашкинчен çакна та палăртмалла: вĕренÿ учрежденийĕсем ачана 1-мĕш класа йышăннă чухне Санитарипе эпидемиологи йĕркисемпе тата СанПиН нормативĕсемпе усă кураççĕ. Унта çаплах палăртнă: шкулта вĕренме тытăнмалли чи лайăх ÿсĕм – ача 7-мĕш е 8-мĕш çул çинче пыни. Апла пулсан, пĕрремĕш класа пыракан ачан сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне сахалтан та 6 çул та 6 уйăхра пулмалла. |