"Пирěн пурнăç" |
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем августăн 2-мĕшĕнчен пуçласа 6-мĕшĕччен районти шкулсенче тĕрĕслевпе пулнă. Вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернине палăртнă тĕрĕслев комиссийĕ: Атнар, Питĕркасси, Пантьăк, Çĕн Атикасси шкулĕсенче таса та çутă классем халĕ ачасене кĕтеççĕ те ĕнтĕ, шалти нушниксене те тĕпрен юсанă. Атнар, Питĕркасси ача сачĕсенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Серенкасси, Пантьăк шкулĕсен çи виттине майланă. Питĕркасси, Атнар шкулĕсенче чÿрече кăшкарĕсене те çĕнĕрен улăштарса лартнă. Çитменлĕхсене те палăртнă комисси: Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çĕнĕ хушма çуртĕнче раковинăсене вырнаçтарман иккен, ăшă тата сивĕ шывпа та тивĕçтермен классене, канализаци те çук. Спортзал çумĕнчи душ пÿлĕмĕнче те вĕри шыв юхмасть. Проектра хĕр ачасене валли ятарлă гигиена пÿлĕмĕ тăвассине те пăхса тухман. Шкул территорийĕн хушма çурчĕ енĕпе карта тытманни курăнать. Вĕренÿ классĕсенче юсав ĕçĕсене тĕпрен туса çитермен: тĕллĕн-тĕллĕн стенасем çинчи сăрă тата штукатурка хăйпăнса тухнă (3-мĕш хутра). Физика, хими, биологи, информатика кабинечĕсенчи стенасене тирпейлеме, дезинфекцилеме май çук, линолеум та пĕтнĕ, уйрăмах столовăйĕнче.Тĕп шкул çурчĕн спортзалĕнче те ĕçлемелли пайтах: сăрлани штукатурка таранах хăйпăннă, чÿречери кантăксене тĕпрен улăштармалла, пĕр стена енĕпе батарейăсене решеткелемелле. Раздевалкăра та вырăнăн-вырăнăн сăрă штукатурка таранах вистенĕ, урай хăмисем яка мар. Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсене артезиан скважининчи шывпа тивĕçтерме васкамаççĕ. Вĕренÿ кабинечĕсенче раковинăсем вырнаçтарман: шывĕ те пымасть, тухмасть те. Ачасен те, персоналăн та харпăр гигиенине тытма майсем çук. Атнар шкулĕнче гардероб пÿлĕмĕ подвалта вырнаçни вырăнлă мар: трубасем, коммуникаци пурри пуриншĕн те хăрушă. Çĕн Атикасси шкулĕнчи вĕренÿ кабинечĕсенче чÿрече кантăкĕсене улăштарма палăртнă. Штанаш шкулĕн пÿлĕмĕсенче те çак енĕпе çитменлĕхсем пур. Унсăрăн пуçне вĕренÿ кабинечĕсенче линолеум пĕтнĕ. Спортзалра икĕ çутă кăна ĕçлет. Мишеркассинчи ача сачĕн çи витийĕ вистеннине палăртнă комисси. Хусанушкăнь шкулĕнчи чÿрече кантăкĕсене вара тĕпрен улăштармалла. Информатика кабинетĕнче сĕтелсем вырнаçтармалла. Шулю шкулне çитме йывăртарах-ха: хытă çул, асфальтлă çул сарман. Серенкассинчи ача сачĕн пÿлĕмĕнче линолеум пĕтнĕ, медицина кабинечĕ те хатĕр мар. Çакна палăртмалла, районти шкулсен информатика кабинечĕсенче уйрăммăн лармалли сĕтелсене вырнаçтарман. Тĕрĕслев комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти шкулсем çĕнĕ 2012/2013 вĕренÿ çулне хатĕр. Паллах, асăрхаттарусемпе. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем шкул ертÿçисене палăрнă çитменлĕхсене пĕтерме вăхăт уйăрнă.
|