Шкул автобусĕсене тĕрĕсленĕ

"Пирěн пурнăç"

Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă автобуссем чылай вĕренекене куллен база шкулĕсене турттарма пуçлĕç, уроксем вĕçленсен килĕсене леçĕç.

Рейссен ăнăçлăхĕ шкул автобусĕсен водителĕсен яваплăхĕнчен, квалификацийĕнчен, ĕç опытĕнчен, тимлĕхĕнчен килет. Чи малтан, паллах, шанса панă автобуса куллен техника тĕлĕшĕнчен юсавлă тытмалла, ăна кирлĕ пек пăхса тăмалла. Автобусăн хуть хăçан та рейса тухса кайма хатĕр пулмалла.

Водительсем автобуссене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне мĕнлерех хатĕрлесе çитернине пĕлес тесе ГИБДД службин ĕçченĕсем Олег Николаевпа Александр Майоров шкул дирекцийĕсемпе пĕрле çак эрне пуçламăшĕнче ятарлă тĕрĕслев ирттернĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче автобуссен техника тĕлĕшĕнчи юсавлăхне, водительсен удостоверенийĕсене, транспорт хатĕрĕн регистраци свидетельствине, хăрушсăрлăх çыххисемпе огнетушительсем, медицина аптечкисем пуррипе çуккине тата ыттине те пăхнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă, асăрхаттарнă.

Районта пурĕ 12 шкул автобусĕ шутланать, вĕсем пурте ГЛОНАСС-па çыхăннă. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе шкул автобусĕсем ачасене турттарма хатĕр.

Водительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе пăтăрмахсăр, пĕр тикĕс çулпа çÿреме ăнăçу сунатпăр. Ачасен сывлăхĕ тата пурнăçĕ водительсен аллинче пулнине кашни рейса тухмассерен асра тытма