Шăнкăрав пĕлÿ тĕнчине йыхравларĕ

"Пирěн пурнăç"
А.Карпова

Шăмат кун, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, районти пур шкулта та Пĕлÿ кунне уявларĕç. Шăнкăрав районти 1670 ачана пĕлÿ тĕнчине йыхравларĕ, вĕсенчен 130-шĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларчĕ.


Йăлана кĕнĕ тăрăх район ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем шкулсене çитсе Пĕлÿ кунне уявланă çĕре хутшăнчĕç. Саламсемпе, ташă-юрăпа, парнесемпе пуян пăлхануллă та савăнăçлă линейкăсем хыççăн шкул ачисем партăсем хушшине вырнаçрĕç, педагогсем вĕсемпе çемье хаклăхĕ пирки калаçрĕç.


Пĕлÿ кунĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ăнăçусемпе, çитĕнÿсемпе тулли пуласса пурте шанаççĕ.


Республикăри шкулсене вара, Раççей Президенчĕ Владимир Путин ыйтнине тивĕçтерсе, паллă спортсменсем çитсе курнă. Вĕсем ачасене вĕренÿпе пĕрлех спортра та çитĕнÿсем тума чĕнсе каланă.