Ку шкулта Ульянов та пулнă

"Хыпар"
Галина Зотова

1848 çулта Петербургри "Северное обозрение" журналта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕпе унта пурăнакан çынсем çинчен "Предания чуваш" ятлă очерк пичетленнĕ. Унăн авторĕ - çак ялта çуралса ÿснĕ Василий Иванович Лебедев.

 Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уесĕнче Станашево ялĕ пур. Кунти вырăссем каланă тăрăх - унăн ячĕ ялтан çурçĕр-хĕвел тухăçĕнче, Выла шывĕ хĕрринче вырнаçнă вăрă-хурах станĕпе çыхăннă. Чăвашсем урăхларах çирĕплетеççĕ: ял ячĕ Сăр тăрăхĕнчи чăвашсен ăрăвне пуçарса янă çичĕ тăванран пĕрин ятĕнчен тăрса юлнă. Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ шутланнă, пурĕ 63 ял кĕнĕ. Кунта чиркÿ ĕçленĕ, ун çумĕнче шкул уçнă.

Штанаш шкулĕн историйĕ пуян та нумай енлĕ. Документсене ĕненес тĕк ăна 1840 çулта /"Календарь Симбирской губернии", 1877, 125 стр./ е 1842 çулта /В.Э.Красовский. "Хронологический перечень событий Симбирской губернии 1372-1901 гг.", Чĕмпĕр, 1901, 84 стр. Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче упранать/ уçнă. Çак кунсенче Герман Данилович Волгин тавра пĕлÿçĕ Шупашкарти истори архивĕнчи документсене ярса пачĕ. Вулакансене вĕсемпе паллашма сĕнесшĕн.

"1841-1845 çулсенче ял шкулĕсене уçасси тата прихут пачăшкисене учитель должноçне çирĕплетесси çинчен калакан рапортсем тăрăх пуçарнă Ĕç. Удел департаменчĕн 1841 çулхи акан 2-мĕшĕнчи хушăвĕ пур. Вăл Император министрĕн кашни вулăсра училище уçмалли тата тара илнĕ хваттерсенче кăçалах вĕрентме пуçламалли çинчен калакан хушăвне ăнлантарса парать.

Штанаш чиркĕвĕн хурал пÿрчĕ çумĕнче пушă пÿлĕм пур. Ял пачăшки Иван Александрович Лебедев ăна училище валли ыйтать. Хăй вырăс чĕлхи, турă саккунне, арифметикăна вĕрентме хирĕç мар. 20 арçын ачана вĕренме суйласа илнĕ" /193 фонд, 242 ĕç/.

"Штанашри вулăс шкулĕ училище валли ятарласа тунă çуртра вырнаçнă. Иван Лебедев священник тата Иван Колокольников учитель вĕрентеççĕ. 50 арçын тата 10 хĕр ача" /193 фонд, 1865 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнчи ĕç/.

"1842 çулхи çурлан 5-мĕшĕнче икĕ чăваш училищине - Чутайрине тата Штанашрине - туса пĕтерни çинчен рапорт панă". Çакăн пек паллă пулăмсемпе паллаштараççĕ истори хучĕсем.

Çапла вара Штанаш шкулне 1841 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчи хушупа уçнă тесе çирĕплетме пулать. Шкулăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Иван Александрович Лебедев пулнă, анчах та вăл нумаях вĕрентеймен. Чире пула 1844 çулхи чÿкĕн 27-мĕшĕнче ĕçрен тухма тивнĕ. Ун вырăнне ывăлĕ Иван Иванович Лебедев вĕрентме пуçланă.

Штанашри шкула 1871 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Илья Николаевич Ульянов килнĕ, вĕрентÿ ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Паллă çак пулăма асра тытса шкулăн кивĕ çурчĕ çине 1968 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче асăну хăми çакнă.

Удел шкулĕнче тĕп вырăнта турă саккунне вĕрентесси тăнă. Ялта 1765 çулта уçнă чиркÿ ĕçленĕ. Уроксене священниксем ирттернĕ. Шкулта чиркÿ çыннисен, вулăс правленийĕн служащийĕсен, ытлă-çитлĕ пурăнакансен ачисем вĕреннĕ. Çав вăхăтрах классене тултарма хресчен ачисене те вăйпах сĕтĕрнĕ. Анчах та лешсен шкулта çирĕп йĕрке çукран, вĕреннĕшĕн тÿлеме укçа пулманран пăрахма тивнĕ. Вулама-çырма йывăррăн хăнăхнă. Иван Яковлевич Яковлев чăваш алфавитне тăвиччен кĕнекери сăмахсене те туллин ăнланайман.

Илья Николаевич акт çырса хăварнă. Вăл Чĕмпĕрти истори архивĕнче упранать.

"Штанашри арçынсен училищине 1842 çулта уçнă, ăна вулăсра пухнă укçа-тенкĕпе тытса тăраççĕ /пурĕ 341 тенкĕ те 50 пус/... Вăл ятарлă уйрăм çуртра вырнаçнă: çенĕк, икĕ пÿлĕм, пысăккине класс валли уйăрнă. Çутă, ăшă, тирпейлĕ. Класра 7 сĕтел, вĕсенчен виççĕшне юсамалла. Аслă уйрăмра 20 арçын ача, кĕçĕннинче - 8. 28 вĕренекенрен тăваттăшĕ вырăс, ыттисем чăваш, пурте православи тĕнĕпе пурăнаççĕ. Тăхăр уйăх, авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 1-мĕшĕччен, кашни кун, уявсăр пуçне, ирхи 8 сехетрен пуçласа кăнтăрлаччен, 13 сехетрен тытăнса 15 сехет те 30 минутчен вĕренеççĕ. Ушинскин сасă меслечĕпе вулама хăнăхаççĕ. Кунсăр пуçне турă саккунне, хушма-кăларма, хутлама-пайлама, задачăсем шутлама вĕренеççĕ, ăсра тата шут шăрçисемпе шутлаççĕ, урок пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче кĕлĕ вулаççĕ.

Турă саккунĕсене тивĕçлĕ шайра вĕрентмеççĕ, ытти предметпа йĕркеллех. Çĕнĕ учитель лайăх кăтартусемпе палăрасса шанас килет. Килте вуламалли кĕнекесем çителĕклех. Училище Канашĕн членĕсем шкула çулсерен тĕрĕслеççĕ.

1869 çултанпа турă саккунне О.Кипарисов священник вĕрентет. Вăхăтлăха учитель должноçĕнче - 1871 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнчен Кÿпеш ялĕн хресченĕ Гаврил Перепелкин чăваш. Вăл Кăрмăшри уес училищинче вĕреннĕ, анчах унăн хальлĕхе учитель свидетельстви çук. Класс журналне тирпейлĕ тытса пыраççĕ, вĕрентекене ачасем шкула килменнин сăлтавне палăртма хушрăм. Эпĕ унта пулнă чухне /раштавăн 17-мĕшĕнче/ класра 18 арçын ачаччĕ. Перепелкин господинăн училищĕне çĕклеме нумай ĕçлеме тивет. Шкул валли Чĕмпĕр кĕпĕрнин карттине туянмалла. Вулăс правленийĕн укçа пур".

Штанашри удел училищинче 1901-1915 çулсенче Константин Яковлевич Яковлев тăрăшнă. Вăл вĕренекенсен хорне йĕркелесе янă, халăха юрăсемпе савăнтарнă. Федор Яковлевич Зотов пуçламăш класс учителĕ те Чĕмпĕрти шкулта пĕлÿ илнĕ. 1936-1974 çулсенче Яковлев шкулĕнчен тухнă Георгий Ильич Ильин рисовани, черчени, вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи, физика, математика, астрономи, биологи предмечĕсене, таса çырма, юрлама вĕрентнĕ. Георгий Ильич учитель çеç мар, пĕр вăхăтрах художник, композитор, куçаруçă, пахчаçă пулнă. 

- Ÿкерме юратакансен кружокне ертсе пыратчĕ. Балалайкăпа ăста калатчĕ, уроксем хыççăн юрăсем вĕрентетчĕ, хăй те илемлĕ кĕвĕсем çыратчĕ. Константин Ивановпа пĕрле вĕреннĕ çулсем çинчен час-часах каласа кăтартатчĕ, - аса илеççĕ унăн вĕренекенĕсем.

Аслă поэтпа пĕрле ăс пухнă Георгий Ильич Ильин /1890-1982/ шкул ачисене нимĕç чĕлхине те вĕрентнĕ.

Штанашри шкула 1842 çулта уçнă тенине тĕпе хурса шутласан кăçал вăл 170 çул тултарать. Çак тапхăрта вăл пин-пин çынна ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кунта Совет Союзĕн икĕ Геройĕ - Иван Кузьмич Поляков /1922-1993/ тата Алексей Романович Логинов /1903-1943/ - вĕреннĕ. Иван Лисаевăн "Вун пиллĕкре эпĕ, комбат" повеçĕн сăнарĕ Николай Тихонович Кассиров, музыкăпа драма театрĕн директорĕнче 30 çул ĕçленĕ Николай Алексеевич Элле пĕрремĕш сас паллисемпе çак шкулта паллашнă. Штанаш шкулĕнчен пултаруллă çĕр-çĕр çын вĕренсе тухнă. Вĕсен йышĕнче çар çыннисем, ученăйсем, уй-хир, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем, вĕрентекенсем...

Штанаш шкулĕ хăйĕн вĕренекенĕсемпе яланах мухтанма пултарнă. Малашне те çаплах пуласса шанатпăр.

Подробнее...