"Пирěн пурнăç" |
Хамёр инф. |
Патăрьелте 240 вырăнлă "Юмах" ача сачĕ уçнă. Уява республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. – Паян Патăрьелте шкул çулне çитичченхи ачасем валли садик уçатпăр, – тенĕ вăл. – Унта пĕлÿ пухассишĕн малалла ăнтăлакансем, хăйсен умĕнчи тĕллеве пурнăçлассишĕн тăрăшакансем кăмăлласах çÿрессе шанса тăратăп. Патăрьелсене "Юмах" çуртне хута янă ятпа саламлатăп. Патшалăх политикине малашне те çынсен пурнăçне лайăхлатакан çулпа тытса пырăпăр. Иртнĕ çирĕм çулта республикăра пĕр садик та туман. Ÿлĕм ун пек пулмĕ. Кăçал вун иккĕмĕшне ĕçе кĕртетпĕр. Кунсăр пуçне 1990 çулсенче тĕрлĕ харпăрлăхлă тытăмсене панисене муниципалитетсене тавăратпăр, тĕпрен юсаса ачасем валли хатĕрлетпĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрремĕш хутĕнче çемье садикĕсем уçатпăр. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Шăнкăртам ялĕнче тепĕр ача сачĕ хута каять. Район ертÿçисем çакăнпа виçĕ çултан аслăраххисен ыйтăвне туллин татса паратпăр тесе пĕлтерчĕç. Республикăра вара ку ĕçе 2016 çулччен вĕçлеме тĕллев лартнă. |