Спорт уявĕ савăк кăмăл парнелерĕ

"Пирěн пурнăç"
А.КАРПОВА.

Вырсарни кун, сентябрĕн 23-мĕшĕнче, Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинче тата пирĕн районта та, "Наци кросĕ –2012" çăмăл атлетика чупăвĕ иртрĕ.

Кĕрхи уяр та ăшă кун нумайăшне спорт уявне йыхравланă – районти Тĕп стадиона чупу кунне 600 ытла çын пухăнчĕ. Пурте старта тăмарĕç пулин те, çăмăл атлетикăна юратакансем пирĕн тăрăхра чылай пулни савăнтарчĕ.

Спорт уявĕ VIP-чупуран пуçланчĕ. Район, организацисемпе предприяти ертÿçисем хутшăннă чупу куракансене килĕшрĕ. Шел те, асăннă ушкăнта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çукпа пĕрехчĕ.

Унтан Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăнне çÿрекенсем старта тăрса хăйсем ачаранах спортпа туслă пулнине кăтартса пачĕç.

Шкул ачисем хушшинче ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Вĕренекенсем, хăйсем миçе çултине кура, тĕрлĕ дистанцие чупрĕç.

500 метрлă дистанцие 10 çулхи ачасем хушшинче пуринчен те малтан Светлана Ванюшкинапа (Хусанушкăнь шкулĕ) Кирилл Перепелкин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) парăнтарчĕç, 11 çулхисем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Семеновапа Атнар шкулĕнчи Михаил Князева çитекенни пулмарĕ.

1000 метрлă дистанцие парăнтарнă май 12 çулхисенчен чи пĕрремĕш финиша Эльвира Ильинапа (Çĕн Атикасси шкулĕ) Константин Титилкин (Мишеркасси шкулĕ) çитрĕç.

13 çулхисем хушшинче 1000 метра чупса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Диана Краснова пуринчен те малтан финиша çитрĕ. Çак çулхи арçын ачасем 1500 метра чупрĕç, кунта та Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Константин Секайкина çитекенни пулмарĕ.

14 çулхи хĕр ачасенчен 1000 метрлă дистанцие чи хăвăрт чупса тухаканни Штанаш шкулĕнче ăс пухакан Наталья Соловьева пулчĕ, арçын ачасенчен 1500 метра Çĕн Атикасси шкулĕнчи Петр Бурин пĕрремĕш чупса тухрĕ.

15 çулхисем хушшинче финиша чи малтан Анжелика Патьяновапа (Хĕрлĕ Чутай) Владимир Долгов (Çĕн Атикасси) парăнтарчĕç.

Старта 16-17 çулхи хĕрсем тухсан вĕсем хушшинче чи çивĕччи Елизавета Александрова (Çĕн Атикасси) пулни палăрчĕ, çак çулхи каччăсенчен вара Питĕркасси шкулĕнчи Юрий Вазин çĕнтерчĕ.

Унтан старта хĕрарăмсем тухрĕç. Кашни хăйĕн çулне кура тупăшрĕ. Финиша чи малтан Галина Алексеева (Çĕн Атикасси шкулĕ), Тамара Иванова (Культурăпа кану центрĕ), Римма Вазякова (Пантьăк ял тăрăхĕ), Светлана Яруткина (Хусанушкăнь шкулĕ), Людмила Михуткина ("Хастар" ФСК), Анна Устинова (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ), Галина Мидейкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) çитрĕç.

Арçынсем хушшинче хăйсен çулĕсене кура чи хăвăрт чупакансем çаксем пулчĕç: Вячесла Дадюков ("Хастар" ФСК директорĕ), Иван Сатлайкин (Штанаш шкулĕ), Николай Михеев (Мăн Этмен шкулĕ), Валентин Харитонов (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ), Андрей Иванов (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ).

Кунта çакна асăнмасăр иртме çук: чупăва "çамрăк арçынсене" чĕнсен старта икĕ арçын кăна тухни тĕлĕнтерчĕ. Район хаçачĕн парнисемшĕн иртнĕ эстафетăна та арçынсем япăх хутшăнни пирки çырнăччĕ. Юрать тейĕпĕр, ун чухне çумăр çурĕ. Ку хутĕнче хĕртсе хĕвел пăхрĕ пулин те "çамрăк арçынсем" чупăва хутшăнма кăмăл туман. Сăлтавĕ мĕнре-ши;

Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи "Наци кросĕ" аван иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем тата укçан преми парса чысларĕç. Спорт уявĕ пурне те савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ.