Полици тата ачасем

"Пирěн пурнăç"
И.СЕРИН, районти полици уйрăмĕн аслă участковăй уполномоченнăйĕ.

Район территорийĕнче сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 19-мĕшĕччен "Полици тата ачасем" акци пырать. Ăна ачасемпе çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвассине чарас тата социаллă хăрушă лару-тăрура пурăнакан ачасене тупса палăртас тĕллевпе ирттеретпĕр.

Çавăн пекех акци вăхăтĕнче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне уголовлă тата административлă саккун ыйтнипе паллаштарăпăр, çул-йĕр правилисене ăнлантарăпăр, сывă пурнăç йĕркине тытмалли пирки калаçăпăр. Йывăр лару-тăруллă çемьесене пулăшас тĕллевпе профилактика субъекчĕсемпе пĕрле вĕсем патне çитес ĕçе йĕркелĕпĕр.

Акци шкул ачисене хăйсен общество умĕнчи прависемпе тивĕçĕсем çинчен тарăнрах шухăшлама, хăйсен тата ытти çынсен виçерен тухакан тыткаларăшне асăрхаса тăма пулăшĕ.

Çав хушăра

Республикăра сентябрĕн 19-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри "Ачасен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн вунă кунлăхĕ" профилактика мероприятийĕ иртет. Вунă кунлăх хушшинче "Ачасене – автокресло" тата ытти акцисем, "Хăрушсăр урапа" республика конкурсне ирттереççĕ.