"Пирěн пурнăç" |
А.КАРПОВА. |
Тивĕçлĕ канура çын вăтамран хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ чухлĕ пурăнать теççĕ. Ку – пурнăçăн пысăк пайĕ, апла-тăк пулас пенси çинчен çамрăклах шухăшламалла. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Раççейĕпех, çав шутра республикăра тата пирĕн районта, çамрăксене пенси çинчен пĕлÿ парассипе Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Шкул ачисем Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче "Пенси çинчен çамрăкранах шутла" видеоурокра пулнă. Çак урокра ачасене обязательнăй пенси страхлавĕн тытăмĕ, ĕç пенсийĕ мĕнле пайсенчен йĕркеленни çинчен ăнлантарса панă. Республикăн Вĕренÿ министерствипе Пенси фончĕ хушшинчи ятарлă килĕшÿпе ачасемпе çамрăксен пенси темипе çыхăннă пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти – уроксемпе лекцисем, конкурссем – ирттереççĕ. Шкул ачисемпе педагогсене пулăшас тĕллевпе пенси пирки калакан тÿлевсĕр кĕнекесем, буклетсемпе брошюрăсем тухаççĕ. Çитес çул пуçламăшĕнче вара вĕренекенсем хушшинче пенси тематикипе олимпиада иртĕ. Çамрăклах пенси çинчен пĕлни, шухăшлани ыранхи куна, пуласлăха шанма, ĕненме пулăшать.
|