Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекен

"Пирěн пурнăç"
В.ИВАНОВ

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Альбина Викторовна Макарова учительница Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлеме пуçларĕ. Шкул дирекцийĕ унăн вунă çулхи ĕç стажне кура ăна биологи, хими, географи предмечĕсене вĕрентме çирĕплетрĕ. Пикенсех ĕçе тытăнчĕ çĕнĕ вĕрентекен. Кашни урокрах темăсене ăнлантарнă чухне вырăнти тĕслĕхсемпе усă курчĕ. Тăван тавралăх, Мишеркасси ялĕн авалхипе хальхи кун-çулĕ интереслентерчĕç çамрăк педагога. Вăл шкулти краеведени музейĕн экспоначĕсемпе паллашрĕ, ватă учительсемпе курса калаçрĕ. Тĕпчев ĕçне шкул ачисене те явăçтарчĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Виолетта Морозова "Манăн тăван тавралăх" темăпа районта ирттернĕ наукăпа практика конференци ĕçне хутшăнма килĕшрĕ. 4 уйăха яхăн пичетлерĕ, сăн ÿкерчĕксене ксерокопи туса тĕпчев папкине пухса çĕлерĕ. Куллен В.Морозовăна географи вĕрентекен Альбина Викторовна учительница пулăшса, вĕрентсе ертсе пычĕ. Унăн ĕçĕ районти конференцире "Тăван тавралăх çут çанталăкĕ" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнса II степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ. Кăмăллать Альбина Викторовна хăйĕн ĕçне, юратать ачасене. Турă ăна учитель пулмах çырнă тейĕн.

Альбина Макарова 1978 çулта сентябрĕн 29-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче çĕр ĕçне чунтан кăмăлланă çемьере çуралнă. Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те Чăваш Республикин "Тава тивĕçлĕ механизаторĕсем", патшалăх наградисене тивĕçнĕскерсем. Ача чухнех Альбина учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Мăн Этменти вăтам шкула вĕренсе пĕтерсенех вăл И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх Университетне биологипе хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çултан унăн ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçланнă. 2001 çулта Альбина Викторовна Тралькассинчи вăтам шкулта ачасене биологи, хими, географи предмечĕсене вĕрентме тытăннă. Ăнтăлсах ĕçленĕ çамрăк вĕрентекен, уроксене тĕплĕн хатĕрленсе темăсене интереслĕ ăнлантарма тăрăшнă. 2007, 2011 çулсенче Альбина Макарова районти "Çулталăк учителĕ" конкурссене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслерĕ, "Учитель-тĕпчевçĕ" номинацире çĕнтерсе Хĕрлĕ Чутай районĕн грамотисене тивĕçрĕ. Географи урокĕсене ăнăçлă ирттерес енĕпе лайăх ÿсĕмсем турĕ. Районта тата республикăра пулса иртнĕ географи учителĕсен методика фестивалĕсене хутшăнса грамота тата III степеньлĕ Диплом çĕнсе илчĕ.

2001 çулта Мишеркасси каччипе Владимир Александрович Макаровпа Альбина Викторовна Максимова пĕрлешсе çемье çавăрчĕç. Çамрăк мăшăр патшалăх тата тăванĕсем пулăшнипе хăтлă çурт лартрĕ. Çемйи те хушăнсах пычĕ, Настя, Катя, Ульяна хĕр ачисемшĕн Мишеркасси ялĕ тăван ял пулса тăчĕ. Ялти учительницăн ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар, шкулта ĕçленисĕр пуçне килти хуçалăхра вăй хумалла: выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, килте тирпей-илем кÿмелле... Çамрăклах ĕçе вăр-вар тума хăнăхнăскер, пурне те тума ĕлкĕрет Альбина, ачисене ĕçе вĕрентет. Кроликсем ÿстереççĕ вĕсем, аслисене пулăшаççĕ.

Альбина Викторовнан тĕп ĕçĕ вара шкулта – ачасене вĕрентекен предметсемпе тарăн пĕлÿ тата патриотизмла воспитани парасси. Ĕмĕчĕсем вара унăн пысăк: шкулта географи площадки тумалла, çут çанталăк календарĕ йĕркелемелле, вĕренекенсене ÿсен-тăрансен гербарине пухма хăнăхтармалла, тĕрлĕрен викторинăсемпе олимпиадăсене