"Пирěн пурнăç" |
Федор АЛЕКСЕЕВ, Яманкасси ялĕ |
Эпĕ Яманкасси ялĕнчи тăватă çул вĕренмелли шкулта ăс пухрăм, пĕрремĕш класа 1944 çулта кайрăм. Пире тăватă çулĕпех Тури Выла ялĕнчи çамрăк учительница Нина Кузьминична Чикирина вĕрентрĕ. Пуçламăш классенчен вĕренсе тухсан эпĕ Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреме пуçларăм. Пире шкул директорĕ Ольга Филимоновна Мадюшкина вĕрентрĕ. 5-мĕш класра вĕренекенсем пилĕк ушкăнччĕ, эпир 5 Б класра вĕренсе, пирĕн класс ертÿçи, Алексей Владимирович Власов, вырăс чĕлхипе вĕрентетчĕ. Пире вĕрентсе çын тунă учительсенчен чылайăшĕ паянхи кун пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Ачасем хăть хăш вăхăтра та ачасемех: выляс-кулас килет, арçын ачасем пĕр-пĕринпе çапăçса илме те ĕлкĕреççĕ. Эпир те çаплах пулнă. Шкултан киле таврăнсан тепĕр чух киле панă ĕçсене пурнăçламалли çинчен те манса каяттăмăр. Пирĕн вĕрентекенсем вара пире уроксем хыççăн шкулта хăварса пирĕнпе ларатчĕç, киле панă ĕçсене туса пĕтермесĕр киле ямастчĕç. Шкула çÿреме пирĕн хальхи пек çи-пуç пулман, кив пиншаксем, çăпатасем тăхăнаттăмăр. Хăшĕ-пĕрин ăшă калпак пурччĕ. Шкулта та столовăй таврашĕ çукчĕ. Апла пулин те пирĕнпе вĕреннĕ ачасем йĕркеллĕ вĕренсе ăслă-тăнлă çынсемех пулчĕç. Халĕ шкул пурнăçĕ те, ачисем те урăхларах. Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та шкулта вунă çул ĕçлерĕм, çавăнпа та хальхи шкул пурнăçĕпе интересленсех тăратăп. Хăш-пĕр шкул ачисем пирус туртма та вăтанмаççĕ. Пирĕн класс ертÿçи А.Власов ачасене питĕ çирĕп тытатчĕ, çумра пирус-спичка таврашĕ тупсан питĕ намăслантаратчĕ... Пире вĕрентсе çын тунă учительсене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Паянхи кун та сывă пурăнакан Алексей Владимирович Власова (Яманкасси), Варвара Николаевна Николаевана (Çĕн Атикасси), Елизавета Филипповна Емельянована (Çĕн Атикасси) чĕререн тав тăватăп, нумай-нумай çул пурăнма хурçă пек çирĕп сывлăх сунатăп. |