"Пирěн пурнăç" |
А.АФАНАСЬЕВ, район больницин врач-эпидемиологĕ |
Çивĕч распираторлă вируслă инфекци (ОРВИ) шутне тĕрлĕ вируссене пула ерекен чирсем кĕреççĕ. Вĕсене пĕр ушкăна пухаканни – сывлав çулĕсен лăймакаллă витĕмĕ сиенленни. Уйрăмах çанталăк сивĕтсен шăнса пăсăлнипе ОРВИ-пе аптăрать чылайăшĕ. Çивĕч распираторлă вируслă инфекцие тепĕр чухне грипп тесе те калаççĕ. Грипп тата ОРВИ – чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсем. Тĕнчипе илсен, вĕсемпе чирленĕ тĕслĕхсем пĕтĕм инфекци чирĕсен 95 проценчĕпе танлашаççĕ. ОРВИ-пе е гриппа йывăррăн чирлесен чĕре тытăмне, сывлав органĕсене, нерв тытăмне тата ытти органсене питĕ хытă сиенлеме пулать. Чир паллисем: сунас ерет, кĕлетке температури ÿсет, пыр хĕрелет, ÿслĕк аптăратать, пуç ыратать. Гриппа ытларах шкул çулне çитмен ачасем, час-часах ОРВИ-пе чирлекенсем, 60 çултан иртнĕ çынсем чирлеççĕ. Грипран сыхланмалли мелсенчен пĕри – вакцинаци. Чи малтанах прививка медицина ĕçченĕсене, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекенсене, транспортпа ĕçлекенсене, вĕренÿ заведенийĕсенче тăрăшакансене, шкул ачисене, студентсене, ача садне çÿрекенсене тумалла. |