Вĕрентекен, сан яту сăваплă!

"Пирěн пурнăç"
А.Карпова

Вĕрентекен ачасене вулама-çырма хăнăхтарнисĕр пуçне харпăр хăй тĕллĕн шутлама, кирлĕ пек йышăнусем тума, яваплăха туйма вĕрентет. Унăн тăрăшулăхĕнчен, вăл мĕнле вĕрентнинчен район, республика, çĕр-шыв пуласлăхĕ килет. Çакна шута илсе ĕçре маттуррисене, вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнисене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чыслаççĕ.

Эрне кун, октябрĕн 5-мĕшĕнче, вĕрентекенсене халалласа ирттернĕ уявра ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Васильевана, Атнар шкулĕнчи математика учительне Анна Лаврентьевана тата Çĕн Атикасси шкулĕн директорне Валентина Ядранскаяна "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысларĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ Эдуард Романов, Мишеркасси шкулĕн физкультура учителĕ Юрий Ельмов, райадминистрацин вĕренÿ пайĕн методисчĕ Мария Глухова, "Хастар" спорткомплекс директорĕ Вячеслав Дадюков Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.