"Пирěн пурнăç" |
Районти шкулсенче вĕренекенсем хамăр патра кăна мар, республика шайĕнче те конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерни савăнтарать. Акă Мăн Этмен шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Николай Михеев шкул краеведенийĕпе иртнĕ олимпиадăн республикăри этапне хутшăннă. Вăл "Çут çанталăк пуянлăхĕ. Экологи. Çамрăк геологсем" номинацире "Çут çанталăк пуянлăхĕ" ĕçĕпе çĕнтернĕ. Маттур вĕренекене олимпиадăн республикăри ытти çĕнтерÿçисемпе пĕрле Мускавра иртекен финала чĕннĕ. Питĕркасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Сергей Фадеев вара чăваш музыкипе литературин классикĕ Федор Павлов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă пултарулăх конкурсне хутшăннă. Асăннă конкурса хамăр республикăри тата Тутарстанри шкул ачисем пурĕ 140 ĕç тăратнă пулнă, анчах Сергейăн "Ялта" пьеса" номинацире тăратнă ĕçĕ иккĕмĕш ÿсĕмри ушкăнра мала тухма пултарнă. Пултаруллă, талантлă вĕренекенсене конкурссенче çĕнтернĕ ятпа саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунатпăр. |