В "МБОУ Атнарская СОШ" организована выставка "Тăван кĕтес – Чутай ен"

Раççей Президенчĕн Дмитрий Медведевăн йышăнăвĕ тăрăх 2012 çула

« Раççей историйĕн çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çакна халалласа пирĕн шкул библиотекинче « Тăван кĕтес – Чутай ен» темăпа кĕнекесен выставкине йĕркелерĕмĕр. Выставкăра район историне тĕпченĕ кĕнекесемпе паллаштартăмăр. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  М.А. Хураськинăн « Чечеклен, Атнар çĕрĕ», «Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар вăтам шкулĕ», А. А.Трофимовăн «Анатолий Данилов. Живопись» кĕнекисемпе кăсăклансах паллашрĕç. Пирĕн тăрăхран тухнă паллă çыравçăсен кĕнекисем те выставкăна пуянлатрĕç.