"Манăн юратнă асанне" конкурс

"Ватта сума сăвакан хăй те ырлăх куракан" каларăш аслă ăру çыннисене хисеплеме, вырăна хума вĕрентет. Çитĕнекен ăру ватăсене тимлĕх уйăртăр тесе районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе вĕрентÿ пайĕ "Манăн юратнă асанне" ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелеме палăртнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе Атнарти тата Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче курав иртĕ. Конкурса 1-7-мĕш классенче ăс пухакан ачасем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарĕç.