Каникул усăллă иртнĕ

Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Апла пулсан çуллахи канăва пĕтĕмлетме вăхăт. Ачасем хăйсен пушă вăхăтне мĕнле ирттернĕ-ши?Паллах, чылайăшĕ сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче каннă. Хăшĕ вара каникул вăхăчĕпе усă курса çемье бюджетне пуянлатнă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Е.Ильина эмел курăкĕсем пухса çемьене тупăш кÿнĕ. Пурĕ вăл çу тăршшĕпе 520 килограмм курăк пуçтарнă. Кĕрĕк арки яваласа ларнипе тутă пулаймăн каларăша тĕпе хурать ахăр çивĕч хĕр упраç.