Çĕнтерÿшĕн – сотовăй телефон

Ачасенче патриотизм туйăмне вăратасси, тăван района, республикăна парăнса тăрассине аталантарасси – чи малтанах шкулсен тивĕçĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ОБЖ предмечĕпе ăс паракан Э.Романов хăйĕн вĕренекенĕсем гражданла тивĕçе пурнăçлама хатĕр пулччăр тесе пĕтĕм вăйне парать. Вăл ертсе пынипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи çамрăк армеецсен команди çулсерен "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотизм вăййисенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Кăçалхи çамрăк армеецсен республикăри финал вăййисенчен "Орленок" ушкăн района çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Иртнĕ çул та вĕсене çитекенни никам та пулман.

Çĕнтерÿ тума ăнтăлнишĕн тивĕçлĕ хаклани вара пурин кăмăлне çĕклет. Кăçалхи Пĕлÿ кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов çамрăк армеецсен республикăри финал вăййинче çĕнтерме пултарнăшăн Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи "Орленок" ушкăнти ачасене кашнине сотовăй телефон парнелерĕ.

Çакна та палăртмалла: çамрăк армеецсен республикăри финал вăййинче пирĕн яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусене хутшăннă, пуринче те тенĕ пекех палăрса тăнă. Анчах та шывра ишессипе иртекен ăмăртусенче, шел те, çĕнтерме май килмен. Çак çитменлĕхе пĕтерес, çитес çулхи çарпа патриотизм вăййисенче районти çамрăк армеецсем пур тупăшура та малти вырăнсене йышăнччăр тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ Çĕмĕрлери физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнне çÿреме пилĕк абонемент туянса панă.